Ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалланă шкул ачисемпе çамрăксен республика шайĕнчи «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференци иртрĕ. Ăслăлăх конференцине Чăваш наци конгресĕн çамрăкĕсен «Хастар» комитечĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ йĕркелерĕç.
«Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференцин тĕп тĕллевĕсем Чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă паллă çынсемпе тата паянхи тава тивĕçлĕ ентешсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене пултарулăх ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕç.
Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалланă ăслăлăх конференцийĕ малтан ака-çĕртме уйăхĕсенче шкул, районпа хула шайĕнче иртрĕ. Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртнĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсенче палăрнисенчен вăтăр çичĕ ĕç виççĕмĕш тапхăрти республика конференцине хутшăнчĕ.
«Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференцине И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов уçрĕ. Вăл канашлăва пухăннă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çамрăксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, тĕпчев-шырав ĕçĕнче малтанхи утăмсем тунăшăн тав турĕ, малашне те çав пархатарлă шыравра хастар пулма ăнăçу сунчĕ.
Шкул ачисемпе студентсен конференцийĕ тухăçлă иртрĕ. Вĕренекенсем литературăпа публицистикăн тĕрлĕ жанрĕпе çырнă хайлавĕсенче тата тĕпчев ĕçĕсенче хăйсен тăрăхĕсен, районĕсен, хулисен, республикăн мухтавлă çыннисен кун-çулĕ, сăн-сăпачĕпе паллă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци мелĕпе каласа пачĕç.
Конференци ĕçне хутшăнакансемпе Анастасия Сидорова студент «Чăваш арчи» ăс-хакăл вăййи, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн доценчĕ Ольга Скворцова «Пултарулăх лаççи» ăста урокĕ ирттерчĕç.
Жюри тухса калаçакансене тимлĕ итленĕ хыççăн призлă вырăнсене ӳсĕм тăрăх, 7-мĕш, 8–9-мĕш, 10–11-мĕшĕсемпе студентсен йышĕнчен уйрăм палăртрĕ, вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне хак пачĕ. Тупăшура 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Карина Федотова 1 вырăн (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ), Александр Иванов 2 вырăн (Шупашкар районĕ, Çĕньял шкулĕ), Ксения Щербакова 3 вырăн (Шупашкар районĕ, Çĕньял шкулĕ), 8–9-мĕшĕсем хушшинче Анастасия Краснова 1 вырăн (Патăрьел районĕ, Ыхраçырми шкулĕ), Юлия Мухтеева 2 вырăн (Йĕпреç районĕ, Эйпеç шкулĕ), Анастасия Лапшова 3 вырăн (Шупашкар хули, 5-мĕш гимнази), 10–11-мĕшĕсемпе студентсен хушшинче Татьяна Еремеева, Дарья Еремеева, Александр Еремеев 1 вырăн (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ), Кристина Данилова 2 вырăн (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ), Максим Гаврилов 3 вырăн (Канаш хули, транспортпа энергетика техникумĕ) йышăнчĕç. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата паха парнесемпе чысларĕç.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче наукăпа практика конференцине ирттерни ялта, хулара, республикăра паллă пулма тивĕçлĕ ентешсем пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Конференцире çĕнтернĕ шкул ачисемпе çамрăксене тĕпчев-шырав ĕçĕнче малтанхи утăмсем тунăшăн саламлатпăр, малашне те çав ĕçре хастар пулма сывлăх, вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр.
Геронтий НИКИФОРОВ,
ЧНК çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн председателĕ
(сӑнӳкерчӗкӗсем авторӑн)