Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля (Юрмекейкино) ялӗнче анлă тавракурăмлă ăсчаха, вун-вун тĕпчев ĕçĕн авторне, чăвашсен чи малтанхи профессионал фольклористне, этнографне, историкне, музыка тĕпчевçине, обществăпа политикăн паллă ĕҫченне Н.В. Никольскийне халалланӑ митинг иртрӗ…
144 ҫул каялла ҫак ялта чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ — истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский (19.05.1878 — 02.11.1961) ҫуралнӑ. Шӑпах вӑл 1906 ҫултанпа кӑларакан «Хыпар » чӑвашла хаҫатӑн никӗслевҫи…
Ҫак мероприятинче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ Канаш пайташӗсем Евгений Ерагин, Александр Вражкин, Алексей Леонтьев, Наталья Николаева, Раиса Васильева, Василий Федотов тата Оксана Енисеева хутшӑнчӗҫ.
Елизавета Долгова