Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Петров вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва вӗрентекенсем, архивсенче тӑрӑшакансем, ӑсчахсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. Конференци тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, историне упраса хӑварасси. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл Чӑваш наци музейӗ 100 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ кӗнеке-справочник презентацийӗпе пуҫланчӗ. Каларӑм авторӗсем — Татьяна Давыдова, Андрей Зарубин тата Оксана Меженкова. «Наукӑпа практика конференцине хутшӑнакансен ӗҫӗсене ятарлӑ альманахра пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсемпе ыттисем те паллашма пултараҫҫӗ…» — пӗлтерчӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова.
Конференци ӗҫне ЧНК «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн пайташӗсем Ирина Удаловӑпа Антонина Андреева тата ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, Чӑваш наци музейӗн сотрудникӗ Наталия Кульева-Захарова хутшӑнчӗҫ.
Елизавета Долгова