Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă патшалăх, политика тата общество паллă деятелĕн Петр Васильевич Ивантаевăн ырă ятне асăнса вăл пурăннă Шупашкарти Максим Горький урамĕнчи 36 çуртăн 2-мĕш копусĕ çинче асăну хăми уçрĕç.Петр Васильевич пирĕнтен уйрăлса кайни çулталăк çитет. Чĕрĕ суран, хальлĕхе çак çухату пуçа нипле те шăнăçмасть. Петр Ивантаев пур çĕре те çитсе общество ĕçне питĕ хастар хутшăнатчĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă ертÿçĕччĕ вăл.Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ пулнă май конгресс тăвакан яваплă ĕçсене нихăçан та Петр Васильевич хутшăнмасăр юлман. Асăну хăмине уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, Чăваш Патшалăх Канашĕн экономика, агропромыщленноç тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, республикăри ял хуçалăх ветеранĕсен Канашĕн пайташĕсем, студентсем, Петр Васильевичпа чылай çул пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров вице-президент, Ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Павел Вязов, Ваттисен Канашĕн пайташĕсем — пурте хăйсем чунтан хисепленĕ çынна асăну хăми уçса чысланă çĕре çитрĕç. Çанталăх шăрăх пулин те, коронавирус чирĕнчен сыхланмалли мелсене усă курса халăх чылай пуçтарăннине палăртмалла. Николай Угаслов президент Петр Васильевич Ивантаев уншăн хаклă аслă юлташ, тĕлĕнмелле пултаруллă çын, ăслă канаш парса пулăшса пынă вице -президент пулнине каларĕ. Ытти тухса калаçакансем те Петр Васильевич пур енлĕ хастар, чунпа тĕлĕнмелле пуян пулни пирки, ăна çухатни пур çĕрте те сисĕннине палăртрĕç.Чăннипех те, конгресс ĕçĕнче те Петр Ивантаев çитменни уççăн сисĕнет. Питĕ шел… Унăн çутă ячĕ ĕмĕр пирĕн асра пулĕ.











