Пирӗн Ухсай
(Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ 110 çул тултарнӑ май)
Пĕтĕм чăваш тĕнчи кӑҫал Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллă тăвать. Хисеплӑ ҫыравҫӑна сумласа республикӑра тата унӑн тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Ухсай Яккăвĕ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче уяв иртрӗ. Музей ӗҫченӗсем «Тăван çĕре мухтаса» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ. Яков Гавриловичӑн нумай енлӗ пултарулӑхне экспонатсем анлӑн ҫутатса параҫҫӗ. Куравра çыравçăн пурнăçĕпе, ĕç — хĕлĕпе çыхăннă документсене, автобиографиллӗ сăнÿкерчексене, ал çырăвĕсене, кĕнекисене курма пулать. Астӑвӑм каҫне музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ, ҫыравҫӑн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕ.
«Яков Ухсай – чăн-чăн халăх поэчĕ, пирĕн Çĕршывăмăрăн нумай нациллĕ литературишĕн сумлă ят. Ухсай поэзийĕн хăватлă юхăмĕ унта хăйĕн тĕсĕпе, хăйĕн кĕввипе, хăйĕн шухăшлавĕпе палăрса тăрать», — çапла çырать пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим.
Ухсай Яккăвĕ (1911-1986) чăваш халăх поэчĕ, драматург, куçаруçă, публицист, вĕрентӳçĕ, тĕпчевçĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕ, Чăваш Республикинче йĕркеленнĕ 141-мĕш дивизипе тата Кантемировка танк çарĕпе пĕрле Европăн çур пайне утса тухнă хаçатçă чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă. Вӑл 1911 çулхи чÿк уйăхěн 26-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă.
Сăмах ăстин пултарулӑхне аса илме ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, тӑванӗсем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Çыравçӑн иксӗлми пултарулӑхне СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Чăвашсен профессиллĕ писательсен ертÿçи Лидия Филиппова, Ухсайсен хĕрĕ Ольга Яковлевна тивĕçлĕ хак пачĕç.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, Валерий Яковлев Ухсай поэт кӑна мар, драматург пулнине те палӑртрӗ. «Вӑл «Хура элчел», «Шуйтан чури», «Ту тимӗр» трагедисем ҫырса хӑварнӑ. Чӑваш драматургийӗнче «Ту тимӗр» чи ҫӳллӗ шайри произведени. Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлмесӗр унти сӑнарсене сцена ҫинче выляймӑн», — терӗ режиссер. Чăваш драма театрĕн артисчӗсем «Ту тимĕр» традегийĕн сыпăкне куракансем патне витӗмлӗн илсе ҫитерчӗҫ.
Чăваш наци вулавăшĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова Яков Гаврилович чӑннипех те чӑваш чунлӑ çыравçă пулнине палӑртрӗ, хайлавӗсепе паллаштарчĕ. Унӑн хайлавĕсем республикăри тата Чӑваш наци вулавӑшӗнчи Кӗнеке палатинче тата «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче тирпейлӗн упраннине палăртрĕ. 2011-мӗш ҫулта ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Наци библиотеки «Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ» электронлӑ кӑларӑм хатӗрленӗ. Кӑларӑмра Ухсайӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллашма тата поэт хӑйӗн сӑввисене вуланине те итлеме пулать. «Чӑваш Енӗн культура эткерӗ: Ухсай Яков Гаврилович» порталта ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, хайлавӗсемпе паллаштатаракан информации вырӑн тупнӑ. Библиотекӑра электронлӑ вулав залӗнче «Славил он родной народ» тата наци литературипе библиографи пайӗнче «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» поэтӑн ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса панă кӗнеке куравӗсемпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех, библиотекӑра чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Филологи аталанăвĕпе вĕрентĕвĕн паянхи ыйтăвĕсем» ятпа Ухсая халалланӑ Регионти наукăпа практика конференци иртет.
Ухсай Яккӑвӗ – чӑваш халӑх поэчӗ, 60 яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн «Ҫӗр», «Ту урлӑ ҫул», «Халăхăн ылтăн кěнеки», «Акӑшкӳл», «Шуйттан чури», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Кӗлпук мучи» хайлавӗсем тӗнче литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗрсе юлнӑ. Вӗсенче чӑваш халӑхӑн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхӗ, иртнӗ саманари кун-ҫулӗ сӑнланнӑ. Ухсай Яккӑвӗ – публицист тата куҫаруҫӑ, «Константин Иванов» монографи авторӗ. Унăн произведенийěсене вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла куçарнă. Ухсай Я.Г. ятне тĕнчери тĕрлĕ эниклопедисене кĕртнĕ. Ун ячĕпе Культура керменĕсем, музейсем, кĕтессем, ансамбльсем, палăксем пур. Пултарулăхĕпе пурнăçне вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентеççĕ, трагедийĕсене театрсем лартаççĕ. Халăх поэчĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе çырнă ĕçсем сахал мар.
Оперăпа балет театрĕн артисчĕ Василий Николаев, Земфира Яковлева ертсе пыракан Чӑваш наци библиотекинче йӗркеленнӗ «Эревет» ушкӑн халăх чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă юрăсемпе пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕç. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ. Уявра шкул ачисем Ухсайăн сăввисене пӑхмасӑр вуларӗҫ. Литература музейӗнче ирттернӗ уяв Ухсай Яккӑвӗн сумлӑ ячӗ чӑваш ҫыннисен асӗнче пулнине тепĕр хут ҫирӗплетрӗ.
Ухсай Яккӑвӗ – тӑван халӑхӑн тарӑн тымарӗнчен сӗткен илсе ӳснӗ чӑн-чӑн чӑваш поэчӗ. Унӑн таса ҫулӑм пек поэзийӗ чӑваш чунне паян та ӑшӑтса тӑрать.
Вера АРХИПОВА
«Чӑваш Енӗн культура эткерӗ: Ухсай Яков Гаврилович» портал http://nasledie.nbchr.ru/personalii/people/ukhsajj/
«Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ» электронлӑ кӑларӑм http://www.nbchr.ru/index.php?option=com_content&view=article&id=3212&Itemid=2209 «Славил он родной народ» кӗнеке куравӗ http://www.nbchr.ru./index.php?option=com_content&view=article&id=15438:slavil-on-rodnoj-narod&catid=527&Itemid=483