





Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗн Туслӑх ҫуртӗнчен Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗ йӗркеленипе регионсен шайӗнчи онлайн-конференци иртрӗ.
Мероприятие «Ӗҫ паттӑрӗсен аилӗмсӗр полкӗ» ятпа йӗркеленӗ. Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Питӗрти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов ертсе пынипе «Ҫавра сӗтеле» Иркутск, Тюмень, Екатеринбург, Мурманск, Самар тата ытти тӑрӑхсенчи чӑваш автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш Енрен Министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева, Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем Наталья Васильева, Раиса Васильева, Наталья Арсентьева тата Зоя Яковлева хутшӑнчӗҫ.