Шупашкарти чӑваш Наци вулавӑшӗнче, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Питӗрти чӑваш ентешлӗхӗ туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Эпир ӗмӗр пӗрле» (Мы вечно вместе) кӗнеке тухнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулать. Кӗнеке авторӗсем — Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.
Чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионсенчи ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене кӗнеке хаклавне чӗнетпӗр.
Кӗнеке хаклавӗ вулавӑшӑн конференци залӗнче, 14.00 сехетре пуҫланать.
#ЧНК
#Питӗрчӑвашӗсем
#Презентациякниги



