Паян, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ.
Кун йӗркинче виҫӗ ыйту пулчӗ:
1) «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗ 30 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетни;
2) «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» кӗнеке хӑтлавӗ»;
3) Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫсем ирттересси ҫинчен.
Ыйтусене сӳтсе явакансем Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, пресс-служба ертӳҫи Елизавета Долгова, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кун йӗркинчи ыйтусемпе ЧНК вице-президенчӗ Павел Вязов, ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑн ертӳҫи Алексей Енейкин тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ.
Уйрӑмах хӗрӳ калаҫу кӗнеке хӑтлавне ирттересси пирки пулчӗ. Кӗнеке хӑтлавне нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме йышӑнчӗҫ.
Кӗнеке уявне ирттерекен ушкӑна ҫирӗплетрӗҫ: Вера Архипова, Елена Лаврентьева, Ирина Лампасова, Геронтий Никифоров, Нина Андреева, Валентина Цыпленкова, Зоя Яковлева тата Елизавета Долгова.
Президиум пайташӗсем кӗнеке хӑтлавӗн хӑнисен списокне те ҫирӗплетрӗҫ.
Ҫавӑн пекех презентаци кунӗ ҫитиччен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» кӗнекене ҫырса хатӗрленӗ йыша ӗҫленӗшӗн укҫа-тенкӗ парса татмалли ҫинчен калаҫрӗҫ.
Ларӑва ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пычӗ.
Елизавета Долгова