Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Тӗп ыйтусенчен пӗри- Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесе ирттересси пулчӗ. Конгресс президенчӗ Николай Угаслов кашни ҫул иртекен ларӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 15.00 сехетре пуҫтарӑнасси пирки сасӑлама ыйтрӗ. Президиум пайташӗсем кунпа килӗшсе алӑ ҫӗклерӗҫ.
Анчах та Николай Федорович Коронавирус чирӗнчен сыхланмалли майсене те манса каймалла маррине каларӗ. Зал 75 процентран ытла тулмалла маррине, ҫавӑнпа та Мӑн Канашра тӑракан хастарсемсӗр пуҫне сахалрах хӑна чӗнмеллине аса илтерчӗ. Президиум ларӑвӗнче кама-кама чӗнмеллин списокне палӑртрӗҫ, ҫитес кунсенче пурне те Ӗҫтӑвком йыхрав ярса парасси пирки йышӑнчӗҫ.
Паллах, Мӑн Канашра ҫӗклемелли ыйтусем пирки те калаҫрӗҫ. Ҫак ҫул тунӑ ӗҫсем ҫинчен тата малашнехи тӗллевсем ҫинчен Президент отчет панисӗр пуҫне кӗркунне ЧНК Xl Аслӑ Пухӑвне ирттерес ыйтӑва та ҫӗклӗҫ.
Регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсен ертӳҫисене те сӑмах парӗҫ, вӗсен ӗҫ-хӗлне тишкерӗҫ.
Ҫавӑн пекех Президиум ларӑвӗнче ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин Наци ӗҫӗсене тимлекен комитет ертӳҫи Валерий Газзаев тата Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ
ЧНК хастарӗсемпе ирттернӗ тӗлпулӑва та пӗтӗмлетрӗҫ. Ку ыйтӑва конгресс вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров вице-президент уҫӑмлатрӗ.
Тӗплӗн илсен, курнӑҫса калаҫнин ҫимӗҫӗ пулмаллине, влаҫ тытӑмӗ общество пӗрлӗхӗсене тимлӗх уйӑрни ырӑ пулӑм пулнине палӑртрӗ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов.
Президиум ларӑвӗнче ҫавӑн пекех конгресӑн хӑш-пӗр пайташӗсене патшалӑх наградисем парас ыйтӑва та пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ.
ЧНК пресс-служби.