Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ, Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн муниципаллă вĕрентĕвĕн «Мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕн центрĕ» автономиллĕ учрежденийĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕнче «2022 çулхи чи лайăх чăваш чĕлхи учителĕ» пĕрремĕш хут конкурс ирттерчĕç.
Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин аталанăвне упрасси, пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕн профессине тивĕçлĕ шая çĕклесси пулчĕ.
Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнине халалланă конкурсăн иккĕмĕш кĕрет тапхăрне ултă чăваш учителĕ: Е.И. Кошкина (40 шкул), М.И. Архипова (10 шкул), Т.А. Соколова (43 шкул), Е.В. Сироткина (64 шкул), Р.П. Осипова (2 шкул), С.И. Кабирова (17 шкул) хутшăнчĕ.
Чăваш чĕлхи учителĕсем «Ăстаçă урокĕ» тата «Чăваш тумне кăтартас ăсталăх» номинацисенче тупăшрĕç. «Ăстаçă урокĕ» ăмăртăвĕнче вĕсем 40-мĕш шкул ачисемпе чăваш чĕлхи урокĕсем ирттерчĕç. Кашни вĕрентекен йăлана кĕнĕ ĕç мелĕсемпе, çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе, информаципе хутшăну хатĕрĕпе, компьютер техникипе анлă усă курчĕ. Уроксенче вĕсем хăйсен меслетлĕх ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç. Вĕрентĕве ӳкерчĕксемпе, таблицăсемпе, презентаципе усă курса йĕркелерĕç. Тăван чĕлхе вĕрентекенсем чăваш тумне кăтартас ăсталăхра хĕр упраç тумĕпе хĕрарăм капăрлăхĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.
Жюри чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕнче тухăçлă мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекенсене тупса палăртрĕ, вĕсен ăсталăхне тивĕçлипех хак пачĕ. Тупăшура 1-мĕш вырăна Елена Кошкина (40 шкул), 2-мĕш вырăна Елена Сироткина (64 шкул), 3-мĕш вырăна Татьяна Соколова (43 шкул) тухрĕç. Çĕнтерӳçĕсене диплом парса чысларĕç.
Шупашкарта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен конкурсне ирттерни шкул вĕрентĕвĕнче чăваш чĕлхи ытти предметсемпе тан пĕлӳ хатĕрĕ тата вăл наци культурин пуянлăхĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Конкурсра çĕнтернĕ ĕçтешсене ăсталăхпа пултарулăха вĕрентӳре лайăх кăтартнăшăн ăшшăн саламлатпăр, малашне те хастар пулма сывлăх, вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ