Чăвашсен илемлě УЯВě иртрě Пушкăрт Енěн Аургазински районěн тěп ялě Толбазы çумěнчи тӳремре. Кун пек фестивале кунта икӗ ҫулта пӗрре хатěрлеççě иккен.
Пушкӑртстан Республикин пуçлăхě Радий Хабиров çак чӑваш культурин «Уяв» регионсем хушшинчи виҫҫӗмӗш фестиваль шучӗпе иртнине тата Пушкăртстан – нумай нациллě республика, тӗрлӗ халӑх представителӗсем ӗмӗр-ӗмӗр хӑйсен йӑлисене, культурисене, чӗлхисене упраса, килӗштерсе пурӑннине палăртрě, пурне те паллӑ уявпа саламларě. «Ҫак туслӑх — пирӗн тӗп пуянлӑх», — тесе пěлтерчě.
«УЯВ – 2022» фестивале уçнă самантра Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев пурне те саламларě, мухтава тивěçлě ентешсене хисеп грамотипе чысларě.
Мăчавар авалхи йăлана пăхăнса ҫутҫанталӑка пулӑхлӑхшӑн тав турě тата кӗркунне валли пуян тухӑҫ ыйтса сăмахсем каларě.
Праçнике Пушкăртстанран çеç мар, Чӑваш Енрен те, Тутар Республикинчен те, ытти çěртен те хӑнасем пуçтарăннă. Республикăри кашни район тата Пушкăртри Чăваш наципе культурин общество ушкăнěсем хăйсен юрта — картишне уçнă. Кунта куравсем ěçлеççě. Тăван халăхăн культурипе, йăли-йěркипе, апат-çимěçěпе паллашма пулать тата лавккасем те ěçлеççě.
Хăнасем хушшинче чăваш кěпи-тумě тăхăннă çын питě нумай. Хăшпěр фольклор ушкăнě паянхи модăна пăхăнса çěлетнě тумпа килнě.
Уяв тӳремěнче хуткупӑс кӗввисем янӑраҫҫӗ. Паян купӑсҫӑсем чи лайӑх ятшӑн ӑмӑртаҫҫӗ пулас. Кунтах Чăваш Республикин Комсомольски районěнчен килнě халăх фольклор ансамблě «Каçал» хуткупăспа халăх кěвине вылять. Итлекенсем янăракан кěвěн асамне чăтаймасăр урисене вылятсах ташлаççě.
Уяв яланхи пекех илемлӗ, хаваслӑ, шавлӑ вӑйӑ — кулӑпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе, юрă – ташăпа кěрлерě, тутлă апат-çимěçпе, сăрапа хăналарě.
Юрăпа ташă «çăлтăрěсем» каçченех сцена çинчен, сцена умěнчи лапамра хăйсен пултарулăхěпе уяв халăхне савăнтарчěç.
Тав сăмахě калас килет уява йěркелесе ирттерекенсене: Пушкăртстан Республикин Аургазински районěн администрацин пуçлăхне Арслан Шагаретдинова тата пуçлăх çумне – Юрий Николаева, Çтерлěри наципе культура автономийěн ертӳçине Оксана Федоровăна.
Елизавета Долгова