Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулăва килчěç: Ҫěмěрле районěн пуҫлӑхӗн çумě – Ҫӗмӗрле муниципалитет (пилот) округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн ертÿçи, ЧНК президенчӗн полномочиллӗ представителӗ А.А. Мостайкин тата Чӑваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн председателěн çумě Ю.В. Дадюков. Вěсем Валерий Леонидовичпа пěрле çывăх вăхăтра Конгресăн ӗҫ планěпе килěшÿллěн иртекен мероприятийěсене тěплěн пăхса тухрěç. Конкурссене, форумсене тата ытти ěçсене ытларах вырăнти тата регионсенчи çамрӑксене те, чӑваш чӗлхипе литературине вěрентекенěсене те, библиотека ěçченěсене те явӑҫтармаллине палăртрěç.
Калаçу вěçěнче Андрей Александровичпа Юрий Витальевич хăйсем Чăваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн канашлăвě хыççăн савăнăçлă хыпарпа килнине пěлтерчěç. Паянтан пуçласа А.А. Мостайкин Чăваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн пайташě иккен. Унӑн пултарулӑх псевдонимӗ «Кěпер» (Мост). Эпир Андрей Александровича Ҫыравçăсен ушкăнне кěнě ятпа саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Андрей Кěпер – Чӑваш наци наукӑпа искусство академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ěçченӗ, хамăр республикӑри ГСВГ (Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗ) общество пěрлешӗвěн пайташě. А.Кěпер «Манӑн Ҫӗмӗрле енӗ» (Мой Шумерлинский край) кěнеке тата «Ҫӗмӗрле енӗ» (Шумерлинский край) юрă пуххипе «Сӑр чикки» (Сурский рубеж) юрă пуххин авторӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Аслӑ Ҫӗнтерӳ Паттӑрӗсем» кашни çул иртекен литература конкурсне хутшăнса виçě хут призер пулнă.
Юрий Дадюков – Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗн хисеплӗ çынни, Раҫҫей çыравçисен пěрлешěвěн пайташě. Унӑн пултарулӑх псевдонимӗ «Чутай». Юрий Чутай – отставкăри капитан, офицерсен пӗрлешěвěн пайташě тата Мускав хулинче вырнаçнă Тӗнчери информатизаци академийӗн академикě. Ю. Чутай 11 кěнеке авторě, И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Елизавета Долгова