Кун йĕркинче:
1. Чăваш наци конгресĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пусса çирĕплетесси.
2. Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси.
3. ХХII-мĕш «Кĕмĕл сасă» чăваш эстрада конкурс-фестивальне хатĕрленсе ирттересси.
4. 2021 çулхи кĕркунне ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравне халалланă «Çавра сĕтеле» хатĕрленсе ирттересси.
5. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттерекен массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсен конкурсĕ тата ЧНК «Чăваш тĕнчи» хаçатне 2021 çулта кăларса тăрасси çинчен.
6. Тĕрлĕ ыйтусем (ЧНК Хисеп грамотипе чысласси тата ытти те).
Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвкомĕ