


























Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем «Сувар» этнопарка хӑрӑк йывӑҫ-туратсенчен тасатас, ҫул тепӗр енче вырнаҫнӑ «Юрату йывӑҫҫи» лапамри кӳлепесене сӑрласа пӗтерес тӗлӗшпе тӑрӑшрӗҫ.
Вӑйпитти чӑваш арӗсем типӗ пӗренесене илсе тухса мотопиласемпе касрӗҫ, тирпейлӗн шаршанласа хучӗҫ.
Хӗр-хӗрарӑмсем кӳлепесене тирпейлӗн сӑрласа илемлетрӗҫ.
Халӗ этнопарка пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл хитреленсе, уҫӑлса кайрӗ.
Те ҫанталӑк хӗвеллӗ те янкӑр ҫутӑ пулнӑран, унта уҫӑлса ҫӳрекенсем те тӳрех нумайланнӑн туйӑнчӗ.
Чӑвашсен питӗ усӑллӑ, халӑха пӗрлештерсе пысӑк ӗҫ тӑвас ниме йӑли ҫапла аталанса, вӑйлӑланса пытӑр.
«Пӗрлӗхре-вӑй»,- тет конгресс президенчӗ Николай Угаслов. Чӑн та ҫапла!