Пĕлтерÿ
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ пуçарнипе 2022 çулхи ака-çу уйăхĕсенче «Кивелмен кĕнекен пархатарĕ» акци (ĕç тăвăм) ирттерет. Ĕç тăвăма хутшăнакансене Чăваш наци конгресс çуртне (Шупашкар хули, композитор Воробьёвсен урамĕ, 10 çурт) 1 — 4 классенче вĕрентмелли чăваш чĕлхи кĕнекисене илсе килме ыйтатпăр. Çак кĕнекесене регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсене ĕçре усă курма ярса паратпăр.
ЧНК ĕç тăвакан исполкомĕ