Çурла уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕнче «Тăван (чăваш) чĕлхене Чĕмпĕр облаçĕн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацийĕсенче икĕ чĕлхелĕхре вĕрентесси» семинар иртрĕ. Пĕлӳлĕхе ӳстермелли семинара Чĕмпĕр облаçĕн утмăл ытла ача сачĕн воспитателĕсемпе шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç.
Вĕренӳ семинарне Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров, унăн çумĕ, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекен Юлия Анисимова тата конгресс хастарĕ, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекен Алина Владимирова хутшăнчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасене учительсем çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Пĕлӳлĕхе ӳтермелли семинара Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕн директорĕ Наталья Николенко уçрĕ. Вăл семинара пухăннисене саламланă хыççăн шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тата ачасен вĕренӳри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Шкулта чăваш чĕлхи вĕрентĕвне тимленине, ăна вĕрентме кирлĕ майсем туса панине тата ачасем тăван чĕлхене юратса вĕреннине пĕлтерчĕ. Саламлакансен йышĕнче Чĕмпĕр облаçĕн патшалăх автономи учрежденийĕн вĕренӳ институчĕн директор çумĕ Артем Наумов пулчĕ. Вăл Чĕмпĕр тăрăхĕнче çĕр ытла тĕрлĕ халăх пурăннине, çав шутра чăвашсем йышлă пурăннине каларĕ. Чăваш чĕлхине аталантарасси. Упрасси пирки чылай ĕç тунине пĕлтерчĕ вăл.
Пурнăç аталанăвĕ чăваш чĕлхи вĕрентĕвне çулсерен çĕнĕлĕх кĕртме ыйтать. Çавăнпа та ĕнтĕ вăхăт ыйтнине кура чĕлхе тата культура тĕлĕшпе хутшăнсе ĕçлеме чаплă лару-тăрура Чăваш наци конгресĕпе Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕ икĕ енлĕ килĕшӳ турĕç. Икĕ енлĕ килĕшĕве Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕн директорĕ Наталья Николенко алă пусса çирĕплетрĕç. Икĕ организацийĕн ертӳçĕсем килĕшӳ туни тăван чĕлхе вĕрентĕвне лайăхлатма чĕнекен питех те пĕлтерĕшлĕ хăватлă туртăм пулнине каларĕç. Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕсем те чăваш чĕлхи вĕрентессин пахалăхне ӳстересси, ăна вĕрентекенсен ăсталăхне ӳстерме пулăшасси, ачасене пултарулăх ĕçĕсене анлăрах явăçтарасси, шкул вĕрентĕвĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курма майсем туса парасси, пĕрле семинарсем, конференцисем, çавра сĕтелсем, ăста урокĕсем тата ытти-ытти мероприятисем ирттересси пулчĕç. Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чĕмпĕр облаçĕн чăвашĕсен наци культура аввтономийĕн хастарĕсене, Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕн директорне Наталья Николенкона, çак шкултах чăваш чĕлхи вĕрентекенне Владимир Грузина тата Чĕмпĕр районĕн Унтăр лицейĕн Людмила Улюкинăна Тав хучĕсемпе чысланă хыççăн «Илем» фольклор ансамблĕ тата çамрăк юрăçсем Мария Ямщиковаăпа Дарья Харитонова савăк юрласа хаваслăх кĕртрĕç, пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕç.
Семинара йĕркелекенсем тĕрлĕ енлĕ те пуян, анлă та интереслĕ программа хатĕрленĕ. Икĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн семинар ĕçне хутшăнакансем тăватă секцинче ĕçлерĕç. Секцисенче ача садĕнче ĕçлекен воспитательсем, пуçламăш классенче, тăван (чăваш) чĕлхепе литература тата вырăс чĕлхи вĕрентекенсем Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕштерсе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Чĕмпĕр облаçĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ăсталăхне ӳстерме пулăшма Шупашкартан килнĕ Алина Егорова «Çĕнĕ Федеративлă патшалăх стандарчĕпе хатĕрленĕ вырăс чĕлхиллĕ шкулсенчи пуçламăш классенче вĕрентмелли «Чăваш чĕлхи» кĕнекин тытăмĕ», Юлия Анисимова «А.В. Блинов, А.В. Егорова Л.П. Николаева хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» кĕнекепе 1–4 классенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли мелсемпе меслетсем». Геронтий Никифоров «В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ 9-мĕш класăн «Тăван литература» вĕренӳпе вулав кĕнекин тытăмĕ. Никита Бичуринăн «Байкал» çул çӳрев очеркĕн эпика тишкерĕвĕ» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç.
Семинарăн иккĕмĕш кунĕнче вĕрентекенсем Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейне, аслă Вĕрентӳçĕн И.Я. Яковлев хваттерне кайса курчĕç тата музей территорийĕнче вырнаçнă чăваш алфавитне халалланă «Ă» палăк патĕнче пулчĕç. таçта чĕре тĕпĕнче вырнаçнă чăвашлăх туйăмне çĕнĕрен вăратса çĕклентерсе ячĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр ячĕпе çыхăннă сăваплă вырăнсене пуç тайса тухнă хыççăн Ульяновск облаçĕн чăвашĕсен наци культура автономинче тата «Канаш» хаçат редакцийĕнче пултăмăр. Кунта пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ульяновск облаçĕн чăвашĕсен наци культура автономин председателĕ Владмир Бабайкин тата «Канаш» хаçат редакторĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллштарчĕç, тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕç.
«Ăслă арăм» спектакль курнă хыççăн семинар ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Тухса калаçакансем «Тăван (чăваш) чĕлхене Чĕмпĕр облаçĕн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацийĕсенче икĕ чĕлхелĕхре вĕрентесси» ятпа йĕркеленĕ семинар тухăçлă иртнине, чылай çĕннине пĕлме май панине тата паянхи кунта кирлĕлĕхне палăртрĕç тата килес çулта ăна ирттерме сĕнчĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ,
чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен
Ассоциацийĕн председателӗ