«Ҫунана – ҫулла, урапана хӗлле хатӗрле», — тесе пирӗн мӑн асаттесем пур ӗҫе те малтанах планласа хатӗрленмелли çинчен каланă. Кирлӗ самантра ěçе пурнăçламалла-çке. Халăх йăли-йěрки те — пурнӑҫ ӑслӑлӑхӗ пире çавнах вӗрентет. Ҫапла майпа вӑхӑт та перекетлетпěр, хамăрăн пурнăçа та çăмăллататпăр пуль çав. Пулас мероприятисене малтанах хатӗрлесе хурсан тата чунра та лӑпкӑ. Çакна пирěн аннесемпе аттесем те лайăхах ăнланнă, пире те вěрентнě, вěрентеççě.
ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев та ҫакна лайӑх ӑнланса конгрес тӗллевěсене, ěçěсене йӗркелет пулас. Ак, тěслěхрен, юлашки вăхăтра пулса иртнě ěçěсене тишкерер-ха.
Кӑрлач уйăхěн 20-мěшěнче тата нарăс уйӑхӗн пěрремěш кунěсенче вăл Тăвай, Куславкка, Йěпреç районěсенче пулчě. ЧНК вырăнти хастар ěçченěсемпе, район пуҫлӑхӗсемпе тěл пулчě. Çавра сěтелсем хушшинче ěçлě калаçусенче 2022-мӗш çулхи конгресӑн тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ. Çамрăксене конгреса явӑçтармаллине, пурнăçлакан ěçе лайӑх шайра тытса пымаллине палăртрӗ. ЧНК вырăнти уйрăмěсенче ертӳçисене те суйларěç: Тӑвай районӗнче – Алена Петровна Сормовăна, Куславкка районěнче – Олеся Владимировна Михайловăна, Сěнтěрвӑрри районěнче — Надежда Юрьевна Красновӑна. Йěпреçре ЧНК уйрăмне йěркеленě çеç-ха, çитес вăхăтра кунта та пухăнса пуçлăхне суйлěç.
Пěрле ěçлени яланах ырă çимěçсем парать. Ӗçсем малалла та ăнăçлă пыччăр.
Елизавета Долгова