Раштав уйăхěн 24-мěшěнче Чăваш наци конгресěн Ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов хулари депутатсен Ваттисен Канашěн ларăвěнче пулчě.
Чи малтанах Василий Артемьевич хулари Ваттисен Канашěн председательне Игорь Анатольевич Баскакова ЧНК 2022 çулхи кăларнă календарь парнелерě. Ларура Ваттисен Канашěн пайташěсем 2022 çул валли тунă ěç планне пăхса тухрěç. Канашлура В.А. Федотова та сăмах пачěç. Вăл хулари Ваттисен Канашěпе малашне пěрле ěçлес пирки асăнчě. Сăмахран, Б. Хмельницкий урамěнче вырнаçнă мемориаллă масара çитсе курни, кунта тирпей-илем кěртмелли çинчен тата хулара вырнаçнă предприятисен, организацисен ячěсене тăван чěлхепе çырмалли çинчен каларě. Ларура Ваттисен Канашěн пайташěсем В.А. Федотов каланă сěнÿсене ырларěç, 2022 çулхи ěç планне кěртме йышăнчěç.
Елизавета Долгова
Сăнÿкерчěке Интернетран илнӗ