






Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика Кунĕ, Чăваш Ен тĕп хулинче- Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен йăлана кĕнĕ Акатуйĕ иртмелле.
Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе Чăваш наци конгресĕ уява тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçланă та ĕнтĕ.
Паян, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Акатуйшăн яваплă ертÿçĕсем ЧНК президенчĕпе Николай Угасловпа пĕрле Амазони парка çитсе Акатуй иртмелли лапамсене пăхса тухса уявăн программипе палăртнă мероприятисене хăш-хăш лапамра тата мĕнле йĕркелессине татса пачĕç.
Акатуйра Чăваш Ен районĕсем йĕркеленĕ чăваш картишĕсем пулĕç, йăлана кĕнĕ вăйăсем иртĕç, пысăк сцена çинче пултарулăх ушкăнĕсем, каярах чăваш эстрада çăлтăрĕсем юрлса ташлĕç.
ЧНК культура комитечĕ кунта «Айтăр. вăййа тухар-и» фольклор фестивалĕ те ирттерĕ.
Кăçал усал чире — коронавируса сарма чаракан сыхлав мелĕсене пăхăнса регионсенчен хăнасене ытти çулхнчен сахалрах йыхравланă.
Çапах та, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чылай хăна килмелле. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей регионĕсенчи тата ют çĕршывсенчи чăваш хастарĕсем ЧНК Мăн Канаш ларăвне пуçтарăнĕç. 24-мĕшĕнче вара Акатуй уявне хутшăнĕç. Унсăр пуçне çĕршыври чăваш пултарулăх ушкăнĕсем те уява çитĕç.
#чнк
#акатуй
#николайугаслов