Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Крым Республикин Севастополь хулинче офицерсен Ҫуртӗнче Хура тинӗс флочӗн «Карап енӗ» («Корабельная сторона») ҫарпа патриот ӳнер (искусство) l фестивалӗ уҫӑлчӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев фестивале хутшӑнакансене Раҫҫей регионӗсенчи мӗнпур чӑваш автономийӗсен ячӗпе саламларӗ.
Фестивале Донецкпа Луганска Украина ҫарӗнчен хӳтӗлекен ятарлӑ операцине ырланине ҫирӗплетсе тата Павел Нахимов адмирал ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалласа ирттереҫҫӗ.
Сцена ҫинче виҫӗ кун хушши тӗрлӗ (инструмент музыки, хореографи, халӑх тата эстрада юрри) пултарулӑх ушкӑнӗсем пулӗҫ. Пурӗ 100 ытла хутшӑнакан тӑхӑр номинацире «Чи лайӑххи» ячӗшӗн кӗрешӗ.
Елизавета Долгова