2022 çулхи раштав уйăхĕн 11–мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх филармони залĕнче «Раççей Чăваш пики-2022» конкурс иртрě.
Пĕтĕм Раççей шайěнче иртекен конкурса Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Клементьев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата «Раççей Чăваш пики-2022» конкурсăн жюри председателě Павел Вязов, Чăваш патшалăх канашĕн депутачě тата Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Юрий Зорин сцена çине тухса уçрĕç.
Чăваш пикисем конкурсра хутшăнма çěршывăн тěрлě кěтесěнчен пуçтарăннă: Чăваш Республикин Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри хулисенчен тата Шупашкар, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Комсомольски районĕсенчен, Трак енрен; Пушкăртпа, Тутарстан Республикисенчен; Чĕмпĕрпе Тюмень тата Пенза тăрăхĕсенчен, Питěртен…
Пикесем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн пилĕк тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç.
Конкурсăн пěрремěш заданийě – килти ěç «Чуваш наци апат-çимěçě». Хĕрсем килте хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕçпе паллаштарчĕç. Жюри пайташĕсем апат-çимĕçе мĕнле хатĕрлени çинчен каласа панине хакларĕç.
Жюри пайташěсем: Павел Вязов (ертӳçи), Юрий Зорин, ЧНК президенчěн советникě Алексей Муллин, Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, ЧНК президенчĕн Челябинск тăрăхĕнчи полномочнăй представителĕ Геннадий Иванов, çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕ Елена Садыкова, Тутарстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташĕ Оксана Ситриванова.
Конкурс çĕнтерÿçисене çак кунах каçхине 18:00 сехетре пуçланакан Ыркăмăллăх концертĕнче чысларěç.
Чун-чěререн саламлатпăр чăваш пикисене – «Раççей чăваш пики-2022» конкурсăн çěнтерӳçисене:
«РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ» – Анастасия Поркина (Муркаш районě).
«ВИЦЕ-РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ» – Алия Карусева (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ);
«КУРАКАНСЕМ КĂМĂЛЛАНĂ ПИКЕ» – Анастасия Сидорова (Елчěк районě);
«ÇИВĚЧ ĂС-ТĂНЛĂ ПИКЕ» – Наталия Гордеева (Йĕпреç районĕ);
«ТАРАВАТЛĂ ПИКЕ» – Кристина Боброва (Шупашкар хули);
«ЧĂВАШ ЕН ТУЛАШĚНЧИ ЧИ ПУЛТАРУЛЛĂ ПИКЕ» – Полина Шигирданова (Чěмпěр облаçě);
«ЧĂВАШ ЕН ТУЛАШĚНЧИ ЧИ ПУЛТАРУЛЛĂ ПИКЕ» – Диана Дмитриева
(Пушкăрт Республики);
«ЧĂВАШ ЕН ТУЛАШĚНЧИ ЧИ ПУЛТАРУЛЛĂ ПИКЕ» – Диана Дмитриева (Пушкăрт Республики);
«ХӲХĚМ ПИКЕ» – Инна Алексеева (Пушкăрт Республики, Базлык ялě).
Елизавета Долгова