Аслă та мăнаçлă, пархатарлă та мухтавлă чăваш халăхě!
Пин-пин çул каялла Улăп йăхěнчен тухнă сăваплă ӑру!
Эпир сире чун-чěререн республика Кунěпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, килěшÿпе юрату тата тăнăç пурнăç сунса тăван чěлхепе культурӑна упраса пурăнма ыйтатпăр. Пирěн халăх яланах сăпайлă та тарават, ěçре пултаруллă та маттур, хастар та хăватлă пулнă. Ҫав вăхăтрах ěмěртен ěмěре несěлсен пуян йăли-йěркине ăруран ăрăва парса пынă.
Чăвашсен тěнчипех паллă çар пуçěсемпе вăрçă паттăрěсем, космонавтсемпе ăсчахсем, вěрентекенсемпе тухтăрсем, искусство çыннисем нумай.
Эпир паян тěрěк халăхěсен йышěнчи пăлхар ушкăнне кěнě пěртен-пěр чěрě юлнă чěлхепе чăвашла калаçатпăр. Кÿршěсемпе танлаштарсан пирěн чăвашсен кăна авалхи йăхран тухнине çирěплетекен уйрăм ген пур.
Апла айтăр! пурте пěр шухăшлă пулса çак чăнлăха асра тытса хамӑрăн тăван чěлхене тивěçлипех хисеплеме пуçлар. Ăна çитěнекен ăрăва вěрентер, сыпăкран сыпăка парса пырар.
Ҫак сăваплă ěç пирěн тивěç пултăр!
Саламлаканěсем Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев, ЧНК çумěнчи «Хастар» ушкăн тата ЧНК пайташěсем
https://disk.yandex.ru/i/9dR7ZVU0CY_2DA
https://disk.yandex.ru/i/6H6wHJ8mmxrM4g