Аван-и, ентешсем!
Пěлетпěр ěнтě, утă уйăхěн 10-мěшěнче пире тĕлĕнмелле паллă та хумхануллă кун кěтет. Эпир «Ҫěнě Сăварта» Чăваш культурин Уявне уявлатпăр! Чăвашла тăхăнса, чăвашла калаçса юрлатпăр, ташлатпăр, савăнатпăр!
Чунтан-чěререн тухакан чи ăшă тав сăмахěсене йышăнсамăр, çакăн пек пысăк та пěлтерěшлě Уява йěркелекенсем — Чăваш наци конгресěн Шупашкарти тěп çурчěн ěçченěсем тата ЧНК комитечěсен, вырăнти, регионти уйрăмěсен ертÿçисем!
Эсир тăрăшнипе Сиктерме-Хусанкай ялне 59 фольклорпа пултарулăх ушкăнě каять – пурě 28 автобуспа 922 çын.
PS:
Тепěр хут аса илтеретпěр.
Конгресс автобусěпе кайма йыша çырăннисем!
Утă уйăхěн 9-мěшěнче Шупашкар хулин Республика тÿремěнче тěл пулăпăр. Пěрремěш автобус ирхине 07:00 сехетре хускалать, иккěмěш автобусě вара – çěрле 23:00 сехетре çула тухать.
Тěл пуличчен!