2020-мĕш ҫултан пуçласа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А. Николаев Указӗпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш тӗррин кунӗ иртет.
Тӗрӗ – чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырать: «Чӑвашпа эреш ӗмӗрсем хушши асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ: пӗтӗм ҫут тӗнчене сӳнми ҫутӑпа ялкӑшаҫҫӗ»
Ҫак куна халаласа «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество перлешĕвĕ айккинче юлмарӗ. Пӗр наци искусствин – чӑваш тӗррине популяризацилес, упрас, чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе тӗрӗ юратакансен валли тата пурин валли те республикӑри «Çĕр пин тĕрĕ тĕн-чинче» – «В краю ста тысяч вышивок» акцие ирттерчçĕ.
Чÿк уйăхĕн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗпе пӗрле Чӑваш наци конгресӗ «Халăх пуянлăхĕ – чăваш тĕрринче» (Чувашская вышивка – достояние народа) ҫавра сӗтел ирттерчĕ.
Чÿк уйăхĕн 25-мӗшӗнче чӑваш тӗррин музейӗнче чӑваш тӗррин наци шкулӗн преподавателӗн, халӑх художество промышленноҫӗн ӑсти Любовь Вазюкова тӗрӗ тӗрлекен «И дивный видится узор» (Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ) персонал куравӗ уҫӑлчĕ.
Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче чӑваш тӗррин элеменчӗсемпе сурпанĕсен, масмаксен, салфеткӑсен тата ытти япаласен куравне йӗркелӗҫ.
Республикӑри «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» акцие пĕтĕмлетнĕ май ҫакна каласа хӑварас килет. Акцине пурĕ 16 районтан тата виҫĕ хуларан 150 ытла ҫын хутшӑнчçĕç. Чи нумайи Муркаш (27 ҫын), Елĕк (15 ҫын), Етĕрне (11 çын) районĕнчен, çĕнĕ Шупашкар (26 ҫын) тата Çĕмĕрле (14 ҫын) хулисенчен хутшӑнчĕҫ. Вĕсем ĕлĕкхи сурпансем, масмаксем, хăйсем тĕрленĕ салфеткăсене илсе килсе шкулсенче, клубсенче курав хатĕрленĕ.
Акцине 70 çултан иртнĕ кинемейсем хутшăнчĕç: Зоя Петровна Терентьева (Муркаш районĕ, Кăпас ял.), Елизавета Алексеевна Иванова (Муркаш районĕ, Шептак ял.), Римма Ильинична Петрова (Шупашкар районĕ, Янгильдино ял.), Зинаида Владимировна Орлова (Етĕрне районĕ, Янăм ял.).
Чи çамрăккисем вара Çĕмĕрле хулинчи «Ылтăн çĕрĕ» 1-мĕш ача-пăча сачĕнчи ачасем Даша Кирилловăпа Руслан Емелинсем пулчĕç.