Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗрентӳ ӗҫӗн ветеранӗ, общество хастарӗ, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫ-хӗлне, унӑн аталанӑвне пысӑк тупе хывнӑ ( ЧНК ҫинчен кӑларнӑ икӗ кӗнеке авторӗ) Нина Ивановна Дмитриева сумлӑ ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, президиум пайташӗсемпе ытти хастарсем Нина Ивановнӑна чун-чӗререн ҫавра, юбилейлӑ уявпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, тата та хастар ӗҫлеме вӑй-хал, ӑнӑҫу, телей сунаҫҫӗ!!!
