Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ячӗпе Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа чун-чӗререн саламлатӑп! Пурте кӑмӑллакан ҫак ҫутӑ уявсем чун ӑшшипе пуян, ырӑ улшӑнусем пуласса тата чи хаклӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланасса кӗтнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.
Иртсе пыракан ҫул ҫанӑ тавӑрса ӗҫленипе, пуçаруллă пулнипе, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тунипе, ҫӗршывра ҫеҫ мар, республикӑра та пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртнипе асра юлчӗ. Йывӑрлӑхсем пире ӑслӑрах пулма
хистерӗҫ, вӑйлӑрах турӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатрӗҫ, пурнӑҫра чи кирли те чи хакли ҫинчен – тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем, пӗр-пӗрне пулӑшса пыни, ыркӑмӑллӑх ҫинчен – шутлама вӗрентрӗҫ.
Чăваш наци конгресĕ иртнĕ пурнăçа та, паянхипе ыранхи çул-йĕре те асра тытса ĕçлет. Аталану, наци пĕрлĕхĕ, чăваш чĕрĕлĕвĕ конгресăн тĕп тĕллевĕ пулса тăраççĕ. Наци конгресĕ тăван халăхăн пуян культурипе историне, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăла-йĕркесене тĕпчесе халǎх патне çитерессипе, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетнипе палăрса тăрать. Çак ĕçре уйрăмах культура комитечĕн тÿпи пысăк. Вӑл конгресăн чӗре таппи, регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсеншӗн вара – чи кирли, чи çывăххи, паянхи хӑватлӑн сиксе вӗрекен пурнӑҫ таппинче вара чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑчӗ.
Кирек хăш наци пирки те унăн культурăри çитĕнĕвĕсене кура хаклаççĕ. Комитет республикӑра, чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче йăхташăмăрсене пĕрлешме, чăвашлăха чĕртсе аталантарма, тăванлăх туйăмĕсен хăватне вăйлатма пулăшассишĕн сахал мар вăй хурать, вун-вун ĕç-пуç туса ирттерет. Чи кирли пирĕншĕн – халăхра сыхланса юлнă чĕлхе пуянлăхĕпе, йăли-йĕркипе туллин усă курасси.
Вӗҫленекен 2022 ҫул пирӗншӗн пуриншӗн те пуҫаруллӑ та пархатарлӑ ӗçсемпе асра юлчӗ. Историри паллӑ кунсем – Чăваш наци конгрессне никĕсленĕренпе 30 çул çитнипе, Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен тата Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕсене халалласа ирттернĕ уявсем пирӗнте пӗрлехи историпе, мӑн асаттесен мухтавлӑ ӗҫӗсемпе мухтанас туйӑма вӑратрӗҫ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗҫ.
Пĕрле пулсан ырă шухăш çуралать, ырă ĕç тăвас килет. «Пӗрлĕхре — вăй» слоган ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ – эпир ҫакна тепӗр хут ҫивӗччӗн туйса илтӗмӗр: пӗрле кар тӑрсан кӑна йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, пуласлӑха хӑюллӑн утма пултаратпӑр.
Хаклӑ ентешсем!
Сире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, Чăваш ене юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫакна шанса тӑратӑп: эпир пӗрле, вӑй хурса, пуҫаруллӑ ӗҫлени тăван çĕршывна малалла ҫирӗппӗн аталантарма пулӑшса пырӗ.
Ҫитес ҫул та тухăçлă пултӑр, ӑнӑҫусем парнелетӗр, ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал патӑр. Палӑртнӑ ырӑ тӗллевӗрсем ҫӑмӑллӑн та пархатарлӑн пулса пыччӑр. Ҫĕнӗ ҫул кашни чӑваш ҫемьине ырлӑх, телей, юрату, тӑнӑслӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр.
Сире ҫӗнӗ 2023 ҫул тата ҫутӑ Раштав уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатăп!
Вера АРХИПОВА,
ЧНК культура комитечĕн ертӳçи,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ