Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Санкт-Петербургри национальноҫсен Ҫурчěн Шурӑ залěнче паллӑ ентешсен Ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑн уҫнӑ.
Уява уçаканě Валериан Гаврилов – Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш наци конгресӗн полномочиллӗ представителӗ.
Ҫавăн пекех Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество пӗрлешӗвӗсен Канашӗ: «Ленинград ҫӗрӗнче 2022 ҫула чӑваш поэтне, драматурга, композитора, дирижера, обществӑпа политика тата культура сферинчи йӗркелӳҫӗсенчен пӗрне, чӑваш драматургийӗпе професси музыкине никӗслекенсенчен пӗрне Павлов Федор Павловича халалланă Ҫул», — тесе пěлтернě.
Уява пуçтарăннă хăнасене В.А. Гаврилов Чăваш наци конгресӗн президенчӗн В.Л. Клементьевăн саламлă çырăвне вуласа панă.
Мероприятин программи çав тери пысăк та кăсăклă пулни çинчен, Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнче пурăнакан чӑвашсен гимн пурри çинчен тата уява Чăваш Ҫěршывěнче чапа тухнă ентешсем килни çинчен, «Юрату» фольклор ансамблěн юрăçне Нина Павловăна çуралнă кунпа саламлани çинчен Валериан Анатольевичăн ятарласа çырнă статйине вуласа тěплěнрех пěлме пулать.
Елизавета Долгова