Паян, çěртме уйăхěн 23-мěшěнче, Чăваш наци конгресěнче халăх йышлă. Ентешлěх Форумне тата Акатуй уявне килнě ЧНК пайташěсем-хăнасем курса калаçма кěрсех тăраççě.
Паян каçпа, 18 сехет те 30 минутра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче чăваш халăх артисчě Шурту (Елена Хорькова) «Санăн йыхравна эпě илтěм» Ольга Тургай новелли тăрăх çырнă монодрамăра вылянине пěлсен пушшех те хавасланчěç, кайса курма ěмěтленчěç.
Хаклă вулакансем, эсир кайса курнă-и епле пултаруллă ěçлет Шурту сцена çинче? Кайса курăр! Мěнле йыхрав çинчен пěлтересшěн-ши вăл пире? Ҫак О. Тургай ыйтăвěн хуравне тупăр. Паянхи каçа культура ытамне парнелесе хăвра савăнтарăр.
Тата «Санăн йыхравна эпě илтěм» спектакле ентешлěх Форумне халалланă иккен. Апла пулсан, ентешсем, паян тěл пулмалли вырăн кунта – Чăваш патшалăх пукане театрěнче. Килěр пурте! Адресě çакăн пек: Шупашкар хули, Президент бульварě, 15 çурт. Тěл пуличчен!
Елизавета Долгова


