Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Саратов облаҫӗн Пасар-Карапулак районӗн Шняево (Ĕшнеуй, Шнеуй, Шнейӳ) ялӗнче чӑваш наци уявӗ «Акатуй» иртрӗ.
Муниципалитет пӗрлӗхӗсем тӑрӑшнипе чӑваш, мордва, тутар, вырӑс наци кил-картишӗсем тата уйрӑм куравсем ӗҫлерӗҫ.
Кӑмӑл тӑвакансем пурте ӑстаҫӑ урокӗсене кӗрсе пукане тума-илемлетме е наци эрешне тӗрлеме пултарчӗҫ.
Чӑваш уявне ирттермелли вырӑна ӑнсӑртран суйламан иккен. Шняевӑпа кӳршӗри Шурӑ Ту ялсенче виҫӗ ӗмӗр ытла кунта вырнаҫнӑ чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 2009 ҫултан пуҫласа регионти акатуй ҫак вӑрманпа витӗннӗ сӑртсем хушшинчи уҫланкӑра иртет. Ку ӗнтӗ халӗ йӑлана та кӗнӗ.
Акатуй ячӗпе ентешсене шалти политикӑпа общество хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Виталий Шустов саламларӗ, нацисем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗп пулнин пахалӑхне палӑртрӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев сцена ҫине тухса ЧНК президиумӗн, регионӗсенчи тата вырӑнти уйрӑмӗсен, пур пайташӗсен ячӗпе те ентешсене саламларӗ, чи мухтавлисене Хисеп грамотипе парне парса чысларӗ. 2022 ҫулхи чӑвашсен ака ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ уявӗсене пӗтӗмлетсе каланӑ май, Чӑваш Республикинче те, Раҫҫей регионӗсенче те праҫниксем тивӗҫлӗ шайра иртнине палӑртрӗ.
Елизавета Долгова