Паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Чӑваш Республикин районӗсенчи вырӑнти уйрӑмӗсен ертӳҫисен семинарӗ иртрӗ.
Ӗҫтешсем 2023 ҫулта пурнӑҫламалли ӗҫсене тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ. ЧНК вырӑнти уйрӑмӗсен хальхи вӑхӑтра ӗҫлемелли меслетсене сӳтсе яврӗҫ.
Тухса калакансем хушшинче ЧНК культура комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Нина Андреева, президиум пайташӗ Михаил Краснов, «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑн ертӳҫи Алексей Енейкин тата ыттисем те пулчӗҫ.
Елизавета Долгова