Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Талпасӑ (Толбазы) ялӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев «ҫавра сӗтел» ирттерчӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ.
Ҫапла майпа вара, Талпасӑ «ҫавра сӗтелӗ» питех те тухӑҫлӑ пулчӗ. Кунта «Канаш» ятлӑ Пушкӑрт регионӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗ ҫуралчӗ.
Елизавета Долгова