«Чăваш çемьинчи телейлĕ ачалăх»
ача-пӑча пултарулӑхӗн пӗрремӗш конкурсӗ иртрӗ.
Телейлӗ ачалӑх – ҫутӑ малашлӑх. Кăçал Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх тата Раҫҫейри вӗрентекенсемпе наставниксен Ҫулне халалланнӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ регионсем хушшинче иртекен «Чăваш çемьинчи телейлĕ ачалăх» ача-пӑча пултарулӑхӗн конкурсне пӗрремӗш хут йӗркелерӗ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн ҫумӗ Алина Савельева.
Пултарулăх конкурсӗ ҫамрӑк йӑхташӑмӑрсене пӗрлештерчӗ. Пурӗ фестивале 383 конкурсант куçăмсăр майпа пултарулăх ĕçсем тăратрĕç. Вӗсем шутӗнче – ача садне ҫӳрекен ачасем те, шкул ачисем те. Конкурса хутшӑнакансем Раҫҫй Федерацийен тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнаҫҫӗ — Пушкӑрт, Тутар тата Крым, Марий Эл, Удмурт Республикисенчен, Чӗмпӗр хулинчен, Чӑваш Республикинчен заявкӑсем пулчӗҫ.
Тӳресем хутшӑнакансен ӗҫӗсене икӗ номинаципе хакларĕç – «Ӳкерчӗк» тата «Сӑнӳкерчӗк». Чӑваш ачин телейлӗ ачалӑхӗ – телейлӗ чӑваш ҫемьинче. Ачасем пысӑк та туслӑ ҫемьере юратупа килӗшӳре ҫитӗнни, вӗсене пӗчӗкрен Тӑван Ҫӗршыва, ырӑ йӑла-йӗркене, аслӑ ӑрӑва хисеплеме вӗрентсе ӳстерни уйрамах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ӗҫӗҫенче палӑртнӑ темӑна тӗплӗн ҫутатса пама тӑрӑшрĕç. Çакнашкал фестиваль тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантаракансене пĕрлештерни савăнтарать. Конкурсантсем тата пĕр-пĕринчен вĕренме пултараççĕ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн 2017-2027 ҫулсем Ачалӑх вунӑ ҫуллӑхӗ пек иртеҫҫӗ. Апла пулсан анчах пуҫарса янӑ ҫамрӑк конкурс çулсерен аталанса та вӑйланса пырасса шанас килет. Çак фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн ӑс-хакӑлне, Тăван Енĕмĕрĕн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулăх кăтартакан ачасене хавхалантарасшăн.
Ӗмӗрсен тӑршшӗпе телейлӗ ҫемье — ырӑлӑх палли, ырӑ ӗҫсен чи ҫутӑ тӗслӗхӗ пулса тӑрать. «Чăваш çемьинчи телейлĕ ачалăх» фестиваль-конкурсӑн вӗҫевӗ ӑнӑҫуллӑ пултӑр! Чӑваш ҫемьинче яланах телей, хӑтлӑх тата ырлӑх хуҫалантӑр, ачасем сывӑ та таса пулччӑр, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, шанӑҫа тӳрре кӑларччӑр!
Вера Архипова,
ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи