«Трак енре паян Акатуй уявӗ иртрӗ. Вӑл, ытти ҫулсенчи пекех, кӑмӑллӑ, хаваслӑ, чаплӑ пулчӗ. Хаклӑ хӑнасемпе Трак ен ҫыннисем Кану ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшипе килленчӗҫ, ал ӗҫ ӑстисен куравӗсемпе паллашрӗҫ, ял тӑрӑхӗсен хӑтлӑ «кил-ҫурчӗсенче» пулса курчӗҫ, тутлӑ шӳрпепе сӑйланчӗҫ, спорт вӑййисемпе кӑсӑкланчӗҫ. Янкӑр тӑрӑ тӳпе, кӑпӑшка шурӑ пӗлӗтсем, сарӑ хӗвел — ҫынсен уяв кӑмӑлне тата та ҫӗклентерчӗ», — ҫырса тата видеопа сӑнарласа пӗлтерет вырӑнти ЧНК ертӳҫи Зинаида Михайлова.
Елизавета Долгова