Ҫурла уйăхěн 22-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патне республикăн тěрлě кěтесěнчен Чăваш культурин тава тивěçлě ěçченěсем ěçлě калаçăва пуçтарăнчěç. Вěсен хушшинче Улатăр районěнчи Ҫěнě Эйпеç (Новые Айбеси) ялěн культура çурчěн тата «Ҫăлкуç» халăх фольклор ушкăнěн ертÿçи Галина Акимова, Вăрнар районěнчи Ярмушка (Ермушкино) ялěн культура çурчěн тата «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнěн ертÿçи Надежда Лаврентьева, Сěнтěрвăрри районěнчи Хуракасси (Эльбарусово) ял хутлăхěн библиотекарě тата «Сентреш» фольклор ушкăнěн ертÿçи Венера Куракова, Ҫěмěрле тавралăхěн Якуртушкăнь (Егоркино) ялěн культура çурчěн ěçченě тата «Шанчăк» халăх фольклор ушкăнěн ертÿçи Людмила Григорьева тата ыттисем те.
Ěçтешсем чăваш халăх культурине, йăли-йěркине аталантарас енěпе çывăх вăхăтра туса ирттерме палăртнă мероприятисене сӱтсе яврěç. Республикӑри тӗрлӗ района туризм маршрутне йӗркелеме май пуррине пӑхса тухрӗҫ. Калаçăва ЧНК «Чăваш ялě» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов та хутшăнчě.
Елизавета Долгова