Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ.
Уява Культура çурчĕн ĕçченĕ Надежда Филиппова уçрĕ. Вăл Николай Никоноров шăпăрпа каланă çепĕç кĕвĕ янăравĕпе пухăннисене Упи паттăр, Виçĕ хĕвел çинчен халăхра çÿрекен халапа каланипе пуçларĕ. Унтан сцена çине виçĕ ăру çынни (Светлана, Наталья, Настя Мефодьевсем) тухрĕ. Вĕсем тĕрĕллĕ ал шăллисемпе чăваш ташшине ăста ташласа пачĕç.
Красноармейски муниципалитет округĕн администрацийĕ ячĕпе культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Рена Михайловна Осипова сăмах каларĕ. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, хамăр халăхăн культурине аталантарса пымалли çинчен, йăли-йĕркине манмалла марри çинчен, юрри-ташшипе çынсене савăнтармалли çинчен каларĕ. ЧНК уйрӑмӗ кăçалхи çул йĕркелесе ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗ. Сăмах май каласан, туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп — 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терĕм çĕршыв юррине» ятпа Карай сăввисене вулассипе онлайн-конкурс кĕреççĕ. Вĕсенче пурĕ 179 çын хутшăнчĕ. Асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшнă «Ял пурнăçĕ» хаçат ĕçченĕсене, тĕп тата ача-пăча библиотекисенче ĕçлекенсене тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр.
ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова шкул ачисемпе аслисене çурхи уява хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ. «Пирĕн асатте-асаннесем мĕн авалтанах çут çанталăк чĕрĕлсен вăййа тухнă. Вăйă картине тăрса чăваш халăх юррисене шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Пĕр-пĕринпе калаçнă, çывăхрах паллашнă, туслашнă. Пирĕн те çав ырă та илемлĕ йăлана манмалла мар», — терĕ вăл. «Кедр тăрăхĕ — Трак ен» проект авторĕ, Трак енри «Виçĕ хĕвел» этнопарк йĕркелÿçи Светлана Мефодьева пухăннисене асăннă парк çинчен каласа кăтартрĕ, çав вырăнта ĕлĕк Трак пуххи иртни çинчен те асăнса хăварчĕ, «Туслăх кăшăлĕ» çурхи вăйă-юрă уявне малашне унта ирттерме сĕнчĕ.
Вайă-юрă уявĕнче фольклор ушкăнĕсем чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç: Культура çуртĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи Антонина Никонорова), Карай тĕп кану çурчĕн «Карай ен» ушкăнĕ (ертÿçи Любовь Платонова), Шывпуç кану çурчĕн «Кăйкăр» ушкăнĕ (ертÿçи Эльвира Петрова), Мăн Шетмĕ тĕп кану çурчĕн «Шурăмпуç» ушкăнĕ (ертÿçи Луиза Митрофанова), Чатукасси тĕп кану çурчĕн «Телей» ушкăнĕ (ертÿçи Валентина Николаева), Кĕçĕн Шетмĕ тĕп кану çурчĕн юрăçи Руфина Христофорова, Тусай кану çурчĕн «Кăмăл» ушкăнĕ (ертÿçи Надежда Фёдорова), Упи тĕп кану çурчĕн «Упи ен» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Людмила Клементьева).
Шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем ача-пăча вăййисене выляса кăтартрĕç:
Трак шкулĕн «Тантӑш» фольклор ушкăнĕ (ертÿçисем — Антонина Никонорова, Николай Никоноров, Ирина Федорова, Дина Ефимова), Упи шкулĕн ачисем (ертÿçи С. Петрова), Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн вĕренекенĕсем (ертÿçисем — Татьяна Ришко, Ирина Козлова), Чатукасси шкулĕн ачисем (ертÿçи Римма Яковлева), Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсем (ертÿçи Елена Аркадьева, Елена Исакова, Эльвира Чаховская). Вĕсем сцена çинче кăтартса панă чăваш халăхĕн «Сăрăлла», «Япала пăрахмалла», «Ят пĕлмелле», «Чечекле» тата ытти ача-пăча вăййисем куракансен кăмăлне кайрĕç.
Уяв аслисемпе ачасем пĕрле вăйă картине тăрса юрланипе, ташланипе вĕçленчĕ.
Халăх юрри — чун уççи теççĕ. Чăннипех те «Туслăх кăшăлĕ» чуна уçакан, чуна пуянлатакан хаваслă, илемлĕ, кăмăллă уяв пулчĕ. Вăл ачасемпе аслисене пĕр кăшăла пуçтарса халăх юррисене, халăх ваййисене аса илтерчĕ, пĕр-пĕринпе савăнтарчĕ, пĕр-пĕринпе туслаштарчĕ.
«Туслӑх кӑшӑлӗ» ҫурхи вӑйӑ-юрӑ уявне хастар хутшӑннӑ шкул ачисене, аслисене чунтанах тав тӑватпӑр. Малашне те чӑваш юрри-ташшипе, вӑййи-ҫеммипе туслӑ пулма, несӗлсен пуян йӑли-йӗркине упраса пурӑнма ырӑ кӑмӑл-туйӑм, пысӑк пултарулӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр.
Красноармейски муниципалитет округĕн администрацине (пуçлăхĕ Борис Валерьянович Клементьев), вĕренÿпе çамрăксен политикин пайне (ертÿçи Светлана Анатольевна Григорьева), культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайне (ертÿçи Рена Михайловна Осипова) уява ирттерме майсем туса панăшăн, хавхалантарса тăнăшăн тав сăмахĕ калатпăр.
Зинаида Михайлова, Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи