Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлатпӑр!
Хисеплĕ ентешсем, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем!
Сире паянхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа чун-чӗререн саламлатпӑр.
Сире, ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ тата пурнӑҫлакан тӑван халӑх ывӑлӗ-хӗрӗсене, хисеплесе, сирӗн хастарлӑха, пултарулӑха, паттӑрлӑха сума суса сирӗн умра пуҫӑмӑрсене таятпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ
Валерий Клементьев