ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ТАВА ТИВĔÇЛĔ ВĔРЕНТЕКЕНĔПЕ ТĔЛПУЛУ
Кашни тунти кун Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕнче «Чи кирли çинчен калаçу» иртет. Пуш уйăхĕн улттăмĕшĕнче шкула тĕлпулăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциаци ертӳҫи Геронтий Никифоров килчĕ.
Геронтий Лукиянович 4б, 5в, 6и классенче вĕренекенсемпе 2023 çула вĕрентекене халаллани тата учитель профессийĕ çинчен калаçрĕ. Вăл «учитель» профессине ятарлă вĕренсе «преподаватель» квалификацине алла илнĕ, ачасене тата хăй вĕрентекен предмета юратакан, кăмăл-сипет енчен таса, пуçаруллă ĕçлекен çын пулнине пĕлтерчĕ. Калаçура педагог ĕçне пур енлĕн уçса пачĕ.
Кăçал, 2023 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсене çутта кăларакан Аслă Вĕрентекенӗмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Вăл пуриншĕн те – ырă та çутă тĕслĕх. Геронтий Лукиянович ачасене пысăк хисепе тивĕçлĕ Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци мелĕпе усă курса тулли каласа пачĕ. Уйрăмах ачасем Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе палаштарнине тата унтан вĕренсе тухнă паллă çыравçăсем, вĕрентӳçĕсем, ӳкерӳçĕсем, юрăçсем çинчен каласа панине кăсăклансах итлерĕç.
Вĕрентекен çулталăкне халалланă калаçу пĕлтерĕшлĕ те усăллă пулчĕ. Общество аталанӑвӗнче педагог ролӗ пысӑк, вӑл ҫамрӑксене воспитани парать, ҫӗнӗ ӑру йӗркелет. Ачасене педагог профессипе паллаштарни, ун ĕçне хисеплеме вĕрентни кирлĕ, мĕншĕн тесен учитель хăйĕн вăйне шеллемесĕр кашни кун вĕренекенсене ăс-хакăл енчен аталанма, çĕршыва юрăхлă çын пулма хăнăхтарать.
Вĕрентекен пысăк чун-чĕреллӗ. Пурнӑҫпа тан утать. Вăл мĕн кирлине, çĕннине алла илме тăрăшать, вĕсене вара ачасене урокра тата класс тулашĕнчи ĕçсенче пама васкать.
Юлия Анисимова,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ