Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин Халӑх туслӑхӗсен ҫуртӗнчи нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче Тутарстан Республикинче пурӑнакан тӗрлӗ халӑх чӗлхипе диктант иртрӗ. Кашни халӑх ҫынни хӑйӗн чӗлхипе диктант ҫырчӗ. Чӑваш Енрен килнӗ конгресс хастарӗсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова чӑвашла диктант ҫырчӗҫ.
Елизавета Долгова