Чӑваш Енри халӑх художество промысли ӑстин Любовь Степановна Вазюковăн сӑнӳкерчӗкě «Тӗрӗ тӗрлекенӗн Ылтӑн алли» интернет-сасӑлав пěтěмлетěвěпе килěшӳллěн межэтника журналистикин Гильдийěн пуҫарӑвӗпе иртекен «Хӑйне евӗрлӗ Раççей» ăмăртура чи лайӑххи пулса тӑчӗ.
Çак чапа тухнă ӳкерчěк авторě – чăваш фотографӗ А.Н. Вражкин. «Чӑваш халӑхӗ хӑйне евӗрлӗ культурӑпа пуян, ҫавӑнпа республикӑна ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ, теççě. Тӗрӗ – Чӑваш республикин наци мӑнаҫлӑхӗ, визит карточки шутланать. Чӑваш ӑстаҫисем пирӗн пата ӗмӗртен ӗмӗре ҫитнӗ тӗрӗ тӗррисен илемӗпе, вӗсен чеченлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ…» — тесе пěлтерет фотографи ăсти.
Эпир Александр Николаевича ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр тата пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Елизавета Долгова