Ака уйăхěн 10-мěшěнче Пěтěм тěнчери чăваш чěлхи Кунне, мухтавлă ентешсен Çулталăкне, СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминăна халалланă «Тăван сăмах – халăх вăйě» наукăпа практика онлайн — конференцийě иртрě.
Ӗçлě калаçăва пухăнакансен йышě пысăк. Кунта вěрентӳ, культурăпа ӳнер тата наци йӑли-йӗркине упрас енӗпе тăрăшакан ěçтешсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаçакансен географийӗ те анлӑ: Чăваш Республики тата Иркутск, Пушкӑртстан, Ӗпхӳ, Питěр, Екатеринбург… Тӗллевě питě сумлă-çке: чӑваш чӗлхине, наци культурине упраса хӑварасси тата малалла аталантарасси.
Пурте чӑвашла калаҫаҫҫӗ… Вера Кузьминична Кузьминӑн пултарулӑхӗ ҫинчен уйрăмах Светлана Азамат, Раиса Сарпи ăшă сăмахсем тупрěç, сăвăсем шăрантарчěç.
Конференци делегачěсене саламласа Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев çапла каларě:
«Хисеплě тăвансем, хисеплě ентешсем, Наталья Ивановна, Раиса Михайловна!
… Пěтěм тěнчери чăваш чěлхи Кунне, мухтавлă ентешсен Çулталăкне, СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминăна халалланă «Тăван сăмах – халăх вăйě» наукăпа практика конференцине пухăннă ентешсем, хăнасем! Сире Чăваш наци конгресěн ячěпе, регионти чăвашсен ячěпе чун-чěререн саламлатпăр!
Паянхи кун питě кирлě ěç тăватăр. Чăнах та мухтавлă ентешсен Çулталăкě кăçал пире нумай ěç тума хушать… Пирěн чăваш чěлхине, чăвашсен йăла-йěркине упрас енěпе çакăн пек конференцисем питě кирлě пире. Чăваш халăхěшěн чăваш чěлхи вăл – пуянлăх… Ун çинчен нумай калама пулать. Анчах та эпир чăвашла калаçатпăр, чăвашла шухăшлатпăр, чăвашла пěр-пěрне мухтатпăр, пěр-пěрне курсанах чăвашла савăнатпăр та пулě ěнтě. Çавăнпа та сире паянхи кун чун-чěререн саламлатпăр… Малалла та çапла Чăваш наци конгресěпе пěрле тăван халăхшăн пултаруллăн, хăватлăн, таса та тирпейлě ěçсем нумай-нумай тумалла пултăр…»
Конференци модераторě ЧНК культура комитечӗн пайташӗ тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Раиса Васильева пулчě. Кашни тухса калакана вăл ырӑ та илемлě сӑмахсем тупса хавхалантарчӗ…
Ӗçлě калаçăва хутшăнакансем конференци пысăк шайра иртнине палăртрěç.
Елизавета Долгова
(сӑнӳкерчěксем Раиса Васильевăн)