Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенсем Шуршăлăн А.Г. Николаев космонавт летчикĕн мемориал комплексне пухăнчĕç. Музейĕн пĕр пӳлĕмĕнче «Пирĕн ентешсем, Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем – çамрăк ăрушăн паха тĕслĕх» темăпа лару иртрĕ. Ларăва авиацин генерал-майорĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхĕнче вĕçевре 60 çул çитнине халалларĕç. Вĕрентекенсен ларăвĕпе канашлăвне Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, Çĕнĕ Шупашкар радион корреспонденчĕ Елена Лаврентьева хутшăнчĕç.
Çĕнĕ Шупашкар хулин тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Алевтина Такина кĕске доклад турĕ. Вăл 2021–2022 вĕренӳ çулĕнче пĕрлешӳ тунă ĕçсемпе, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах 2023 çулта учитель Çулталăкне тивĕçлĕ шайра ирттерессине палăртса хăварчĕ. Доклад хыççăн вĕрентекенсем Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкĕнче Çĕнĕ Шупашкарта хатĕрленĕ «Пирĕн мухтавлă ентешсем» хула проектне шкулсенче мĕнле пурнăçланине сӳтсе яврĕç.
Малалла Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕрентекенĕсем тухса калаçрĕç. 14-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Татьяна Яковлева кĕçĕн классенче чăваш чĕлхи тата тăван тавралăх урокĕсенче ачасемпе пĕрле «Хăв çăлтăрна уç» темăпа ӳкерчĕксемпе сăрлав кĕнеки туни çинчен каласа кăтартрĕ. 19-мĕш шкулăн Людмила Ишмуратовăпа Татьяна Степанова вĕрентекенĕсем чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн сăввисенчи паха тĕслĕхсемпе ачасене тăван чĕлхепе халăха, тавралăха хисеплеме, юратма хăнăхтарни çинчен калаçрĕç. 2-мĕш шкулăн вĕрентекенĕ Оксана Ильина Николай Ытарай – чăваш ача-пăча поэзийĕн классикĕ пулнине çыравçăн паха сăввисемпе çирĕплетрĕ. Тăван чĕлхе вĕрентекен Любовь Севрикова 18-мĕш лицей чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе чылайранпах туслă пулнине, тĕл пулусемпе поэзи кунĕсем тухăçлă ирттернине пĕлтерчĕ. 5-мĕш шкулăн вĕрентекенĕ Наталия Афанасьева «Космонавтика музейĕнче чĕрĕ урок ирттерни» презентаципе паллаштарчĕ. 4-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Лариса Афанасьева, Екатерина Петрова, Надежда Филиппова, Василиса Петрова «Андриян Николаев сăнарĕ – сăвă-юрăра мухтавлă» темăпа поэзи саманчĕ ирттерчĕç.
Тухса калаçакансене итлесе пĕтернĕ хыççăн ларупа канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Çĕнĕ Шупашкарăн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче тĕрлĕ меслетсемпе усă курса ачасене чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă паллă çынсемпе тата паянхи тава тивĕçлĕ ентешсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, тăван чĕлхепе халăха, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма вĕрентеççĕ. Конгресс кăçал ирттернĕ Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалланă республика шайĕнчи «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференцине ачасене хастар хутшăнтарчĕç. Çак конференцие ачасене хутшăнтарнине ĕнентерекен сертификата 8-мĕш шкулăн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем Надежда Игнатьевăпа Татьяна Иванова тата 12-мĕш шкулăн Ирина Конькова тивĕçрĕç.
Канашлу хыççăн вĕрентекенсем Космонавтика музейĕн паха экспоначĕсемпе паллашрĕç, чăваш халăхĕн ятне çăлтăрсем таранах çĕкленĕ Андриян Николаев тăпри умĕнче пуç тайрĕç, чĕрĕ чечек хучĕç.
Геронтий Никифоров,
Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн председателĕ