Кăрлач уйăхěн 14-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулуна Чăваш Республикин муниципалитет пěрлěхěсен Канашěн ěҫтӑвкомӗн ертÿçи Александр Кузнецов килчě.
Эпир, çěнě хыпарсене итлеме юратакансем, пěлетпěр ěнтě, çак должноҫа Александр Кузнецова раштав уйăхěн 15-мěшěнче Чăваш Республикин муниципалитет пěрлěхěсен Канашěн правленийěн ларăвěнче суйласа лартнине. Вăл маларах Красноармейски район администрацийěн пуçлăхě пулса ěçлерě.
Валерий Леонидович Александр Николаевича 2022 ҫулхи Чăваш наци конгресěн ӗҫ планěпе паллаштарчě. Калаçура уйрăмах паллă ентешсене халалланă мероприятисене хӗрӳллӗн сӳтсе явни курăнчě.
Тата ЧНК президенчě юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене анлăн пěтěмлетрě. Чӑваш наци конгресӗн районсенчи уйрӑмěсенче раштав уйӑхӗнче суйлавсем иртни çинчен пěлтерчě. Улатӑр, Элěк, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Ҫěрпÿ, Шăмăршă, Ҫěмěрле, Етěрне районěсенче тата Улатăрпа Канаш хулисенче, Ҫěмěрлепе Ҫěнě Шупашкар хулисенче вырăнти уйрӑмсен ертӳҫисене суйлани çинчен каласа кăтартрě. Республикăри Вăрнар, Йěпреç, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Елчěк, Тăвай районӗсенче суйлавсене ирттерме плана кěртнě.
Елизавета Долгова
