Нарăс уйăхěн 22-мěшěнче Чăваш наци конгресěнче Челябинск хулинчен кӗске вӑхӑтлӑх канăва килнě Артемий Тельцов пулчě. Пěччен мар, мăшăрěпе тата ывăлӗпе. Вӑл Челябинскра темиҫе ҫул пурӑнать ӗнтӗ, унти чăвашсемпе хутшăнать. 2014 ҫултан пуҫласа Челябинск хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ пулса ӗҫлет. 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Челябинскра 7-8 пине яхӑн чӑваш пурăнать. Чӑваш наципе культура автономийӗ паллах вěсенпе туслă.
Аякран килнě Артемий Николаевич чăвашсемпе чăвашла калаçнипе савăнни курăнать. Валерий Леонидовичпа Челябинскри чăвашсем мěнле шухăш-ěмěтсемпе пурăнни, Челябинск хулинчи чӑваш автономийӗн ěçě-хěлěсем, «Акатуй» уявне Чăваш наци конгресěн президентне В.Л. Клементьева Конгресăн ытти пайташěсемпе пěрле хăнана кěтни çинчен пěлтерчě.
Челябинск чăвашěсем туслӑ пурӑнаççě. Уявěсене час-часах кӳршӗллě пурăнакан халӑхсене те чěнеçě. Кашни халӑхӑн представителӗ вара çак мероприятисен темисемпе килӗшӳллӗн хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Чăвашсем вěсен уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ хăйěн историйӗпе, чăваш чӗлхипе, юрри-ташшипе, апат-çимěçěпе пуян пулнине кăтартаççě. Чӑваш енӗн паллӑ вырӑнӗсем, чапа тухнă паллӑ çыннисем тата чăваш тумě-тěрри ҫинчен презентацисем кӑтартса каласа параççě.
Артемий Николаевичăн мӑшӑрӗ Екатерина Петровна Тельцова – Кӑнтӑр Уралти халӑхсен ҫамрӑксен Ассамблейин ертÿçи. Вěсем мăшăрěпе пěрле тěрлě форумсем, уявсем, пухусем, çавра сěтелсем ирттерсе Челябинскри тата пěтěм Кăнтăр Уралти халăхсемпе тачă çыхăну тытаççě.
Артемий мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пӗрле хӑйӗн кěçěн тӑван ҫӗршывне, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялне, кайса килнине каларě. Тӑван чӗлхе Кунӗнче шкул ачисемпе тěлпулу ирттернě, Наци библиотекинче, музейра пулнă.
«Чăвашла вуламасан – чăвашла калаҫмӑпӑр, — пăшăрханать А.Н. Тельцов. – Чӑваш кӗнеке издательствин лавккине кěрсе кěнекесем туянтăмăр». В.Л. Клементьев парнеленӗ чăваш чěлхине вěренме пулăшакан кӗнекесемшӗн хăнасем питех те савăнчěç.
Елизавета Долгова

