Кăçал Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестивале «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килĕшӳллĕн тăваттăмĕш хут йӗркелерӗ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова.
Пĕрремĕш фестивале Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я. Яковлев 170 ҫул тултарнине, иккĕмĕшне чӑвашсен кӑвар чӗреллӗ савӑҫӗ Ҫеҫпӗль Мишши 120 ҫул тултарнӑ ятпа, виççĕмĕш конкурса Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа йӗркелеремӗр. Кӑҫал ăна чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсен Ф.П. Павлов, С.М. Максимов тата В.П. Воробьев композиторсен пултарулӑхне халалланӑ.
Пултарулăх ăмăртăвĕ пӗтем тӗнчери ҫамрӑксене, йӑхташӑмӑрсене пӗрлештерчӗ. Пурӗ 170 яхăн заявка пулчӗ, фестивале 200 яхăн конкурсант куçăмсăр майпа пултарулăх ĕçсем тăратрĕç. Вӗсем шутӗнче — уйрам ҫынсем тата ушкӑнсем. Конкурса хутшӑнакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнаҫҫӗ — Америка континенчĕнче, Хĕвелтухăçĕнчи тата Хĕвеланăçĕнчи патшалăхсенче. Пурӗ сакăр ют ҫӗршывран: Америкӑран, Чехирен, Камерун Республикисенчен, Марокко Королевствствинчен, Египет араб республикисенчен заявкӑсем пулчӗҫ.
Хăйсен пултарулăхне кӑтартакансен йышĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионсенче пуранакансем – Пушкӑрт, Тутар тата Крым, Марий Эл, Удмурт республикисенчен, Чӗмпӗр хулинчен, Санкт-Петербургран, Ленинград облаҫӗнчен, Чӗмпер, Чӑваш Республикинчен.
Тӳресем хутшӑнакансен ӗҫӗсене тӗрлӗ номинаципе хакларĕç – «Литература вулавӗ», «Музыка ӑсталӑхӗ», «Фольклор ӑсталӑхӗ».Конкурсантсем хӑйсен ӗҫӗҫенче чӑваш халӑхӗн пуян историпе культурине уҫса пама тӑрӑшрĕç. Фестивальте Чӑваш ене, тӑван ҫӗршыва халалланӑ хайлавсем тӗрлӗ чӗлхепе янрарӗҫ. Çакнашкал уяв тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантаракансене пĕрлештерни савăнтарать. Конкурсантсем тата пĕр-пĕринчен вĕренме пултараççĕ.
Сăмахран, чăвашсен паллă композиторĕн-классикĕн Анисим Асламасăн виççĕмĕш поколенийĕ Чехире пурăнать. Мăнукĕсем — Алексей скрипач, Антон – композитор, пианист тата унăн кинĕ – Брно консерваторинче фортепиано уйрăмне ертсе пыракан Инна Игоревна Асламассем. Вĕсене пулах Европӑри пысăк сценăсем ҫинчен несĕлсен кĕввисем янăраççĕ. Антон Асламасра аслашшӗн генӗсем вӑйлӑ палӑраҫҫӗ. Паянхи кун вăл «Раҫҫейри ҫулҫӳревсем» ярӑмпа ӗҫлет. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Асламас фестивале хутшăнать. Кунче те унăн ĕçне тÿресем конкурсра пысăк хак пачĕç.
Америкăри Оклахома штатĕнчен те конкурса хутшăнма çырнă заявкă та вĕçсе çитрĕ Чăваш çĕршывне. Хăйен ăсталăхĕпе паллаштаракан видеона пирĕн ентеш Юрий Николаевич Эриванов, Оклахома университечĕн вĕрентекенĕ ярса пачĕ. Вăл та, ашшĕ Николай Лазаревич пекех, пултаруллă композитор.
Фестиваль çулран çул сарăлса вăй илни куç кĕрет. Пирӗн тӗллев ансат – чӑваш ятне ҫӗклесси, чăвашлăха, тăван культурăна упраса хăварса малалла аталантарасси, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсене пĕлесси, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси тата тивĕçлипе мăнаçланасси. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулăх кăтартакан ачасене хавхалантарасшăн. Ҫак тӗллевпех иртрӗ те ӗнтӗ Ф.П. Павлов, С.М. Максимов тата В.П. Воробьев чăваш композиторӗсен пултарулӑхне халалланӑ «Чӑваш ене мухтаса» фестиваль-конкурс.
Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи