Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин ача-пăчапа çамрăкĕсен библиотекинче чăваш тĕррине юратакансен уявĕ иртнĕ. Тĕрĕ уявне Раççей Федерацийĕнче Халăхсен культура еткерлĕхне тата Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Уява Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕ тата ача-пăчапа çамрăкĕсен библиотеки йĕркеленĕ.
Библиотекăна чăваш тĕррипе кăсăкланакансем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе ачасем пухăннă. Уяв хăнисене «Сударушка» хěрарǎмсен клубĕ (илемлěх ертӳҫи Геннадий Долгов, ертсе пыраканĕ Елена Лаврентьева) юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицей ачи Денис Орлов сăвă каласа кăмăла çĕкленĕ.
Библиотекăн вулав залĕнче «Асамлă эрешсем» курав йĕркеленĕ. Кунта паллă чăваш тĕрĕ ăсти Любовь Вазюкова тĕрленĕ сĕтел çиттисене, салфеткăсене, капăр пиçиххисене, кĕрӳ тутрисене, масмаксене тата хĕрарăм капăрлăхĕсене вырнаçтарнă. Пултаруллă тĕрĕçĕн тĕрĕллĕ япалисем илемлĕ, тăпăл-тăпăл тата хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Уява килнисем куравпа кăмăллă паллашнă.
Кĕске тăхтав хыççăн уява ертсе пыракансем презентаци мелĕпе 2020 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйĕн хушăвĕпе Чӑваш тӗрри кунне ҫирӗплетни, 2021 ҫулта Чӑваш тӗррин Наци шкулӗ йӗркеленни, ҫав ҫулах «Сурпан Пӗрле» халӑх акци иртни тата 2021 ҫулта «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» («Вышитая Чувашия») проект пурнӑҫланни çинчен каласа панă. Малалла сăмах Чăваш Республики пуçарнипе кăçал йĕркеленĕ «Раҫҫей тӗрӗллӗ картти» («Вышитая карта России») проект пирки пынă. Çак ал ĕç пултарулăх проекчĕ пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан халăхсен культурипе йӑли-йӗркине пĕрлештерекен сумлă уяв пулса тăрассине палăртнă.
Халăхăн пуян культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас тата аталантарас ĕç ӑстаҫӑсӑр, специалистсемсӗр пулма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Елена Лаврентьева пуçарăвĕпе ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче ал ăстисен «Тĕрĕ тĕрлеме вĕренетпĕр» арт-студине уҫма йышăннă. Уява пухăннисем пурте ку пархатарлă сĕнĕве кăмăлласа йышăннă, тĕрлеме вĕрентме Любовь Степановна Вазюковăна çирĕплетнĕшĕн савăннă.
Чăнах та, пултаруллă тĕрĕçĕсенчен пӗри – Любовь Вазюкова. Ăна пирĕн хулапа республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Хăйĕн паха ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурспа пултарулăх ăмăртăвěсене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.
Любовь Степановна – библиотека вулаканĕ тата «Тĕрĕпе юрату çыхăнăвĕ» («Роман с вышивкой») ал ӗҫ клубӗн тахҫанхи пайташӗ. Унăн ӗҫӗсен йышĕнче пейзажсем, натюрмортсем, паллӑ художниксен репродукцийӗсем. Анчах та вӑл чӑваш тӗррине килӗштерет. Ăстаçăн тӗрленӗ салфеткисем, сӗтел ҫиттисем, масмакӗсем, сурпанĕсем, халӑх тумĕсем илемлӗхпе тата наци хăй евĕрлĕхĕпе илӗртеҫҫӗ.
– Чăваш тӗрри – илем тата пирӗн мӑнаҫлӑх! Тӗрӗ – чӑвашсен ăс-хакăлĕпе мулĕ. Чăваш Республикине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ тесе ахальтен каламаççĕ. Пирӗн асаннесемпе аннесем юрӑ хайланӑ пекех тӗрлетчӗҫ, пирте вара хӑйсен чун-чӗринчи чи тарӑн шухӑшӗсене каласа паратчӗҫ. Чӑваш тӗррин вăрттăнлăхĕпе тӗплӗнрех паллашма сӗнетӗп», – тенĕ ăстаçă Вазюкова пулас тĕрĕçĕсемпе пĕрремĕш урок ирттернă май.
Çĕнĕ Шупашкар хулин ача-пăчапа çамрăкĕсен бибиотекинче тĕрĕçĕсен шкулне уçни паянхи кун питех те пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă. Тĕрлеме юратакансем илем тĕнчине кĕрсе хăйсене валли чылай кирлине тупĕç.
Тĕрĕçĕсен шкулĕ вара – куçса çӳрекен шкул пулĕ. Кашни уйăх иртмессерен вăл пĕр библиотекăран теприне куçĕ, унта хăй патне тĕрлеме вĕренекенсене пухĕ. Эппин, ăнăçуллă пултăр тĕрĕçĕсен шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кун-çулĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Сăнӳкерчĕкĕсем Г. Никифоровăн