Раштав уйăхěн 24-мěшěнче Шупашкар хулин Раççей Геройě Н.В. Смирнов сержант ячěллě пěтěмěшле пěлÿ паракан 33-мěш вăтам шкулта «Чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен регионсен семинарě» иртрě. Мероприятине уçаканě Чăваш Республикин вěренÿ институчěн чăваш чěлхипе литератури кафедрин ертÿçи ěçěсене тăваканě А.С. Егорова пулчě.
Çак семинарăн тěп ыйтăвě ҫивӗч: «Урок тулашěнчи ěçе ашшě-амăшне мěнле явăçтармалла?» Кун йěркинче «Чăрăш тетти – хамăр алăпа» Н.И. Егоровăн ăста урокě те, чăваш филологи журналистика факультечěн студенчěсен «Чăваш арчи» проекчě те тата ытти те.
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев та çак ӗҫлӗ калаҫăва хутшăнчě, пахалăхě пысăк пулнине палăртрě тата конгресăн 2022-мěш çулхи ěç планне чăваш чěлхине, литературине малалла аталантарас тěллевпе тěрлě ěçсем ирттерме палăртса çирěплетни çинчен пěлтерчě. Чăваш наци конгресне 30 çул çитнине халалланă «2022 çул мухтавлă ентешсен çулталăкě» календарне парса хавхалантарчě. Çывхарса килекен Çěнě Ҫул ячěпе ачасене, ашшě-амăшěсене, вěрентекенсене тата ытти шкул ěçченěсене хěрÿллěн саламларě.
Шкул ертÿçи Луиза Васильевна хăнасене тарават. Çěнě Çул кěтсе илме тěрлě теттепе эрешленě ёлка умнелле чěнчě. Эх, епле асамлӑ вӑхӑт ҫывхарса пырать-çке! Хěл Мучипе Юрпике ачасене саламлама килмелле. Илтетӗр-и, ура айӗнче юр кӑчӑртатать? Сивӗ Мучи пирӗн пата васкать. Ачасемпе пěрле чӑрӑш тавра вӑйӑ картинче çаврăнасшăн юрӑ юрласа, ташă ташласа, сăвă каласа.
Ěмěтленнě ěмӗт пурнӑҫлантӑр! Сывлăх, ăнăçу, телей парнелетěр пире пурне те Ҫěнě Ҫул.
Елизавета Долгова