Хаклă ентешсем!
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутар Республикин Элкел районӗнчи Сиктерме-Хусанкай ялěнче
Чӑваш культурин УЯВĚ иртет. Вăл «Ҫӗнӗ Сувар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗн территорийӗнче пулать. Ку пысӑк мероприятинче уяв вӑййине карталама çеç Чăваш наци конгресӗ йӗркеленипе 1000 яхӑн ҫын хутшăнать. Ҫавăн пекех Сиктерме-Хусанкай ялне чăваш халăхěн паллă ывăлě-хěрěсем – юрăпа ташă, сăвă ăстисем тата фольклорпа пултаруллăх ушкăнěсем каяççě.
Чăваш наци конгресěн Президиумěн пайташěсем! Сире пурне те çак пысă УЯВа йыхравлатпăр. Каяс текенсем шăнкăравласа е çырса хальтерех пире пěлтерěр. Тата кам мěнле машинăпа каять, номерěсене пире пěлтерěр – сире пурне те шута илсе праçнике пěрле кайса килесчě.
Елизавета Долгова
(Пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкне уҫӑ ҫӑлкуҫран илнӗ)