«Шӑмӑршӑ районӗнчи 4 нациллӗ Палтиел ялӗнче Ял уявӗ питӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Унта регионсен шайӗнчи 2-мӗш наци вӑйӑ карти, Патӑрьел районӗнчи, Тутарстан Ҫӗпрел районӗн, Шӑмӑршӑ районӗн фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ.
Йышлӑ халӑх умӗнче тӗрлӗ сферӑри хастарсене чысларӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗ-вӑййи халӑха илӗртрӗ, ача-пӑча аттракционсенче савӑнчӗ, суту-илӳ точкисем иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗҫ.
Уявра халӑх мӗн ҫӗрлеччен савӑнчӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей тата Лев Думилинсем, Михаил Федоров, Денис Павлов, тутар эстрадин юрӑҫисем Ильдарпа Лейсан Ялаловсем, Римма Никитина тата вырӑнти юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем уява илем кӳчӗҫ.
Уяв чӑваш, тутар, ирҫе, вырӑс халӑхӗсен туслӑхне, пӗрлӗхне вӗсен наци юрри-ташши урлӑ ҫирӗплетрӗ», — хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Свеклова.
Елизавета Долгова