УЯВРА ЧĂВАШ ШКУЛĔ ĔÇЛЕРĔ
Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутар Республикин Элкел районĕн Сиктĕрме-Хусанкай ялĕ çумĕнче Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Ака-суха вĕçленнĕ ячĕпе ирттерекен авалхи Уява чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç. Тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен тумĕпе пыни Уява сăн кĕртрĕ.
Ял çумĕнчи илемлĕ лапамра архитектурăпа этнографи туристсен комплексĕнче Çĕнĕ Сăвар хулин крепоçне, авалхи чăвашсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаракан кил-çурт хуçалăхĕсене, шыв арманĕпе çил арманне тата ытти çуртсемпе хуралтăсене туса лартнă. Кунтах СССР 100 çул тултарнине халалланă паркра вырнаçтарнă «Восток» ракета кӳлепи аякранах курăнса ларать. Çакăн пек караппа пирĕн ентеш Андриян Николаев тĕнче уçлăхне хăпарнă.
Чаплă уява Раççейĕн тĕрлĕ вырăнĕнче пурăнакан хăнасем чылайăн пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских, КПРФ Тĕп комитечĕн председателĕ Геннадий Зюганов ăшшăн саламларĕç.
Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн тата вĕренӳ комитечĕн пайташĕсем Уява хастар хутшăнчĕç. Вĕсене Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулĕсен ачисемпе ăс-хакăл вăййи ирттерме ятарласа «Чăваш шкулĕ» çурт лартса панă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем шкул картишĕнче Чăваш Ен историне лайăхрах пĕлес, мухтавлă тăван халăхăн паллă çыннисемпе паллашас тата ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне ăнланас, тупмалли юмахсен тупсăмне тавçăрас тĕллевпе ачасемпе ăс-хакăл вăййи йĕркелерĕç. Вĕрентекенсем вăййа тăватă станцире ирттерчĕç.
Хусанкайпа Чăваш Пăрнай шкулĕсен вăтам класĕсенче вĕренекенсем кашни станцири ĕçсене ушкăнпа пурнăçларĕç. «Чăваш Ен» чарăнура вĕсем çирĕм пĕр пая пайланă Чăваш Республикин карттине пуçтарчĕç, «Чаплă ентешсем» станцире сăн ӳкерчĕксем тăрăх пирĕн халăхăн мухтавлă та паллă çыннисене палласа илме, кашни пирки кĕскен те пулин каласа пама пултарчĕç. «Сăмах кушелĕ» станцире вара чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçса пама тупмалли юмахсемпе тупсăмĕсене шĕкĕлчерĕç, ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене уçăмлатрĕç.
Пултарулăх ăмăртăвĕсене ирттерекенсем ачасене пулăшса пычĕç, вĕсене хавхалантарса ытларах чăвашла калаçтарма тăрăшрĕç. Çав вăхăтрах учительсем вĕренекенсене тăван чĕлхе илемне туйса илме пулăшрĕç.
Вĕренекенсем ăмăртусене хаваспах хутшăнчĕç, кирлĕ пĕлӳ илме ăнтăлчĕç. Çакă вĕсен пултарулăхне аталантарма, тавра курăмне анлăлатма, ăс-тăнне çивĕчлеме чылай май пачĕ.
Ăс-хакăл вăййисене хутшăннă ачасене Чăваш наци конгресĕн «Тав сăмахĕ» хучĕпе, кĕнекесемпе тата парнесемпе чысларăмăр. Шупашкар хулин Г. Н. Волков ячĕпе хисепленекен 62-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Нина Егорова Хусанкай шкул музейне хăй аллипе тĕрленĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкайăн портретне парнелерĕ. Аслă ăру поэчĕсем Хусанкайпа Волков туслă пулни çинчен каларĕ вăл.
Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулĕсенче вĕренекенсемшĕн тăван культурăпа çыхăнтарса йĕркеленĕ пултарулăх вăййи усăллă пулчĕ. Вăл вĕсене çĕннине пĕлме пулăшрĕ тата шкул вĕренĕвĕнче пухнă пĕлĕве çирĕплетсе хăварма май пачĕ.
Чăваш шкулĕнче ачасемпе ăс-хакăл вăййи ирттернĕ вĕренӳ комитечĕпе чăваш учителĕсен Ассоциацийĕн пайташĕсене Ю. Е. Анисимовăна, Л. Н. Клементьевăна, Е. М. Михайловăна, Л.А. Алексеевăна, Л. В. Анисимовăна, В. А. Фоминана, А. В. Егоровăна, З. М. Михайловăна, В. М. Михайлова, Н. И. Егоровăна, Л.Н. Даниловăна, А. П. Игнатьевăна, Н. В. Александровăна, А. М. Степанова, И. А. Диаровăна тав тăватăп, малашне те чăваш чĕлхипе, тăван литературăпа тата тăван ен культурипе пултарулăх ăмăртăвĕсене ирттерме ырлăх-сывлăх сунатăп.
Геронтий НИКИФОРОВ,
чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен
регионсем хушшинчи общество
Ассоциацийĕн председателĕ