Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Сиктерме-Хусанкай ялӗнче «Звениговский» ялхуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳҫи Иван Казанков пуху ирттерчӗ. Сӑмахӗ «Ҫӗнӗ Сӑвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗнче ирттернӗ чăваш культурин «Уяв-2022» йӗри-тавра пычӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев хутшӑнчӗ.
Ӗҫтешсем уява ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн пурне те тав турӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ.
Елизавета Долгова
Сӑнӳкерчӗкӗсен авторӗсем — ЧНК пайташӗсем.